Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)

Страница 24 из 24

17 Иосиф хӑйӗн ашшӗ сылт ӑм аллине Ефрем пуҫӗ ҫине хунине курнӑ; вӑл ҫа- кӑншӑн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вара вӑл аш- шӗн аллине тытнӑ та ӑна Ефрем пуҫ ӗ ҫинчен Манассия пуҫ ӗ ҫине илс е хума тӑнӑ, 18 Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, апла мар, малтанхи — акӑ, хӑвӑн сылтӑм аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хурсам, тенӗ. 19 Анчах ашшӗ килӗшмен, вӑл: пӗ- летӗп, ывӑлӑм, пӗлетӗп; унран та халӑх тухӗ, вӑл та аслӑ пулӗ; анчах унӑн шӑл- лӗ унран аслӑрах пулӗ, унӑн вӑрлӑхӗн- чен йышлӑ халӑх тухӗ, тенӗ. 20 Ҫав кун вӑл вӗсене ҫапла каласа пилленӗ: сирӗн ятӑрсем Израильшӗн пиллӗх пек пулӗҫ, Израиль ывӑлӗсем: «Турӑ сана Ефремпа Манассия пек тутӑр» тесе пиллӗҫ, тенӗ. Вара Ефрема Манассияран аслӑ туса ху- нӑ. 21 Израиль Иосифа каланӑ: акӑ эпӗ вилетӗп; Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, си- ре хӑвӑр аҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ; 22 сана эпӗ, хӑвӑн тӑванусенчен ирттерсе, пӗр пай ытларах ҫӗр паратӑп, эпӗ ӑна аморрейсен аллинчен хам хӗҫӗмпе, хам уххӑмпа туртса илтӗм, тенӗ.

49

1 Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене чӗнсе ил- нӗ те каланӑ: пухӑнӑр, эпӗ сире килес кунсенче хӑвӑра мӗн пулассине ка- ласа хӑварам.

2 Эй Иаков ывӑлӗсем, пуҫтарӑнӑр та ит- лӗр, хӑвӑр аҫӑра, Израиле, итлӗр.

3 Эй Русим, малсанхи ывӑлӑм манӑн! эсӗ — манӑн тӗрекӗм, вӑй-халӑмӑн мал- танхи ҫимӗҫӗ эсӗ, пыс ӑк чыслӑ, пыс ӑк хӑватлӑ эсӗ; 4 анчах эсӗ шыв пек чарусӑр кӗрлерӗн, халӗ ӗнтӗ асли, ҫӳлти пулай- мӑн: эсӗ аҫу вырӑнӗ ҫине хӑпартӑн, ҫапла хӑпарса, манӑн вырӑнӑма ирсӗрлетрӗн.

5 Симеонпа Левий — пӗртӑвансем, вӗсе- нӗн хӗҫӗсем — хаярлӑх хӗҫӗсем; 6 манӑн

{[5] Пулт 41:50–52. [7] Пулт 35:19. [9] Пулт 33:5; 27:4. [10] Пулт 27:1. 1 Пат 3:2; 4:15. [14] Мф 19:15.

Евр 11:21. [16] Пулт 31:29. [19] Аст 33:16. [20] Руфь 4:11. Аст 33:17. Иер 31:20. [22] Нав 24:32. Ин 4:5.

49-мӗш сы пӑк. [1] Аст 33:1.[3] Пулт 29:32. Аст 21:17.[4] Пулт 35:22. 1 .улс 5:1.[5] Пулт 34:25.

Иудифь 9:2. [6] Пулт 34:26.}

чунӑм вӗс ен канашне ан кӗт ӗр, манӑн мухтавӑм вӗсен пухӑвне ан пӗлтӗр; вӗсем, ҫилли тулса ҫитсессӗн, ар ҫынна вӗлер- чӗҫ, кӑмӑлне чараймасӑр вӑкӑр шӑнӑрне касса татрӗҫ; 7 вӗсен ҫилли ылханлӑ, мӗн- шӗн тесен тискер вӑл, хаярлӑхӗ те ылхан- лӑ, мӗншӗн тесен усал вӑл; вӗсене Иаков ывӑлӗсем хушшинче салатӑп, Израиль ывӑлӗсем хушшинче сапалӑп.

8 Эй Иуда! сана тӑванусем аслӑласа мух- тӗҫ. Аллу — тӑшманусен ӗнсийӗ ҫийӗн- че; сана хӑвӑн аҫун ывӑлӗсем пуҫҫапӗҫ. 9 Ҫамрӑк арӑслан эсӗ, Иуда, ывӑлӑм, ҫӗк- лентӗн, тупӑшу тӗлӗнче тӑратӑн. Лапчӑн- чӗ вӑл, выртрӗ, арӑслан пек, арӑслан ами пек выртать: ӑна кам тӑратайӗ? 10 Килӗш- терекенни киличчен, халӑхсем Ӑна парӑ- ниччен Иудӑран пуҫлӑх туйи каймӗ, ун варӗнчен саккун паракан ҫуралсах тӑрӗ. 11 Вӑл ашакӗн тихине иҫӗм турачӗ ҫум- не кӑкарать, чи паха иҫӗм турачӗ ҫумне ашакӗн ывӑлне кӑкарать; вӑл хӑйӗн тум- тирне эрехпе ҫӑвать, хӑйӗн тумне иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗпе ҫӑвать; 12 [унӑн] куҫӗсем эрехпе ҫуталса тӑраҫҫӗ, [унӑн] шӑлӗсем сӗтпе шуралнӑ.

13 Завулон тинӗс хӗрринче пурӑнӗ, ка- рапсем чарӑнакан тӗлҫе пурӑнӗ, Сидон таран унӑн ҫӗрӗ.

14 Иссахар — тӗреклӗ ашак вӑл, шыв юп- писем хушшинче вырҫакан ашак; 15 вӑл канӑҫ аваннине, ҫак ҫӗр илемлине курчӗ: хулпуҫҫине ҫӗклем йӑтма пӗшкӗртрӗ, хыр- ҫӑ тӳлемешкӗн ӗҫле пуҫларӗ.

16Дан, Израилӗн пӗр йӑхӗ пулнӑ май, хӑй халӑхне сут туса тӑрӗ; 17Дан ҫул ҫин- чи ҫӗлен, сукмак ҫинчи аспид пулӗ, вӑл ут урине сӑхӗ те, юланутҫи каялла кай- са ӳкӗ. 18 Эй Турӑ, Эсӗ пулӑшасса шанса тӑратӑп!

19 Гад — ӑна халӑх ушкӑнӗ хӗстерӗ, анчах вӑл ӑна хыҫӗнчен хӑваласа хӳтерсе ярӗ.

20Асирӑн тырри-пулли питӗ тулӑх; вӑл патша валли ҫимӗҫ парса тӑрӗ.

21 Неффалим — ҫӳллӗ теревинф, хитре турачӗсене сарса ларать[10] .

22 Иосиф — тулӑх ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ, ҫӑлкуҫ тӗлӗнче ӳсекен, ҫимӗҫ кӳ- рекен йывӑҫ хунавӗ; унӑн турачӗсем хӳ- мерен те ҫӳллӗрех ӳссе сарӑлаҫҫӗ; 23 ӑна кӳрентерчӗҫ, перекенсем ӑна печӗҫ, ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ, кураймарӗҫ, 24 анчах ухх и унӑн ҫирӗп пулчӗ, алли унӑн тӗреклӗ пул- чӗ: хӑватлӑ Туррӑн — Иаков Туррин — ал- ли вӑй панипе, Кӗтӳҫӗ, Израиль тӗрекӗ пулӑшнипе ҫапла пулчӗ. 25 Вӑл — сан аҫу- нӑн Турри, Вӑл сана пулӑшса тӑтӑр; Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Вӑл сана пил- летӗр, сана ҫӳлтен тӳпе пиллӗхӗпе, аялти тӗпсӗр авӑрс ен пиллӗхӗпе, сӗтлӗ кӑкӑр пиллӗхӗпе, вар пиллӗхӗпе, 26 хӑвӑн аҫу пиллӗхӗпе пиллетӗр, ҫак пиллӗх авалхи тусен пилӗнчен те, ӗмӗрхи сӑртсен сипе- тӗнчен те аслӑрах; вӑл Иосиф пуҫӗ ҫинче пултӑр, тӑҫ анӗсем хушшинчен суйласа илнӗскерӗн лӗпки ҫинче пултӑр.

27 Вениамин — ҫӑткӑн кашкӑр: ирхине хӑй тытнине ҫийӗ, каҫпала тупӑшне тӑ- пӑлтарӗ.

28 Израилӗн мӗнпур вуникӗ йӑхӗ ҫакӑ; вӗсенӗн ашшӗ вӗсене мӗн калани ҫакӑ; вӑл вӗсене пилленӗ, кашнине хӑйне ти- вӗҫлӗ пиллӗх панӑ. 29 Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑв арнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ ха- лӑхӑмпа пӗр лешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑв ӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр, 30 ҫак сӑрт хӑ - вӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑ- хӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑҫӑл- не] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑҫ ӑлне пыҫ арӑр; 31унта Авраам- па унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта

{[7] Нав 19:1; 21:3. [8] 1 Ҫулс 4:27, 38, 41. [9] Йыш 24:9. [10] 1 Ҫулс 5:2. Ин 1:45; 5:46. Мф 2:6.

[11] Ис 63:1–2. [12] Ӳлӗм 1:14. [13] Нав 19:10. [14] Тӳ ре 5:15. [15] Аст 33:18. [16] Тӳ ре 13:25. [17] Тӳ ре 18:1.

[18] Пс 118:166. Лк 2:30. [19] Йыш 32:17. [20] Аст 33:24. [21] Тӳ ре 4:6. [22] Пулт 48:16. [24] Аст 33:17.

[26] Аст 33:16. [27] Тӳ ре 20:21, 25, 31. [28] Сир 44:26. [29] Пулт 25:8; 47:30. [30] Пулт 23:16–17;

50:13. Ап ӗҫс 7:16. [31] Пулт 25:9; 35:29.}

Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытар- нӑ; ҫа вӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм; 32 ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ. 33 Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене ҫапла пиллесе тухнӑ, унтан урине вы- рӑн ҫине хунӑ та вилнӗ, хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.

50

1 Иосиф хӑйӗн ашшӗ ҫине ӳкс е ӑна чуптӑва-чуптӑва йӗнӗ. 2Унтан Иосиф хӑйӗн эмелҫӗ-тарҫисене ашшӗне ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлеме хушнӑ; эмелҫисем Израиле ырӑ шӑршӑл- лӑ ҫусем сӗрсе тирпейленӗ. 3 Вӑл вилни хӗрӗх кун ҫитнӗ: ырӑ шӑршӑллӑ ҫус ем сӗрсе тирпейлесси ҫав вӑх ӑта пырать; Египет ҫыннисем уншӑн ҫитмӗл кун хур- ланса хӳхленӗ.

4 Иаковшӑн хӳхлес кунс ем иртс ессӗн, Иосиф фараон таврашӗнчи пуҫлӑхсене каланӑ: эпӗ сирӗн умӑрта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эсир фараона ҫапла каласа парӑр: 5 аттем мана ҫапла тупа тутарчӗ: акӑ эпӗ вилетӗп; мана ҫавӑнта, Ханаан ҫӗрӗнчи хам алтса тунӑ тупӑклӑха, пы- тарӑр, терӗ. Эпӗ халӗ кайӑттӑм та аттене пытарса каялла таврӑнӑттӑм тесе калать, тейӗр, тенӗ. [Иосиф сӑмахӗсене фарао- на каласа панӑ.] 6 Вара фараон каланӑ: аҫу тупа тутарнӑ пек ту: кай та ӑна пы- тарса кил, тенӗ. 7 Иосиф хӑйӗн ашшӗне пытарма кайнӑ. Унпа пӗрле фараонӑн мӗнпур тарҫи, унӑн килӗнчи аслӑ ҫынсем, Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур аслӑ ҫын кайнӑ, 8 Иосиф килӗнчи мӗнпур ҫын, унӑн пич- чӗшӗсем, ашшӗ килӗнчи ҫынс ем пурте кайнӑ. Ге с ем ҫӗрӗнче ачи с ене ҫеҫ, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхне ҫеҫ хӑвар- нӑ. 9 Иосифпа пӗрле урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫарсем пынӑ, ҫапла халӑх питех те йышлӑ пулнӑ. 10 Вӗсем Иордан хӗррин- чи Горен-гаатад патне ҫитнӗ те ҫавӑнта питӗ хыт ӑ макӑрнӑ, темӗн тӗрлӗ йӗнӗ; Иосиф ашшӗшӗн унта ҫичӗ кун хушши хӳхленӗ. 11 Ҫав ҫӗрте пурӑнакансем, хана- ансем, Горен-гаатад патӗнче хӳхленине курнӑ та каланӑ: ку Египет ҫыннисем ытла та татӑлса йӗреҫҫӗ! тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна [вӑл вырӑна] «Египет ҫыннисен Иор- дан хӗрринчи хӳхлевӗ» теҫ ҫӗ.

12 Иаков ывӑлӗсем вара хӑйсенӗн ашшӗне хӑй ка- ласа хӑварнӑ пек тирпейленӗ; 13 ывӑлӗсем ӑна Ханаан ҫӗрне илсе кайнӑ та Махпела хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне пытарнӑ, Мамре ҫывӑхӗнчи ҫав вырӑна Авраам хӑй валли хирӗ-мӗнӗпех хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ. 14 Ашшӗне пытарнӑ хыҫҫӑн Иосиф хӑй те, унӑн тӑванӗсем те, унпа пӗрле унӑн аш- шӗне пытарма пынӑ ҫынсем те пурте ка- ялла Египета таврӑннӑ.

15 Иосиф тӑванӗсем хӑйсен ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн каланӑ: Иосиф пире курайми пул- сассӑн, хӑйне усал тунӑшӑн пире тавӑрма шухӑш тытсассӑн, мӗн пулать-ха? тенӗ. 16 Вӗсем Иосиф патне ҫапла калама ҫын янӑ: хӑй вилес умӗн аҫу ҫапла пиллесе хӑварчӗ: 17 Иосифа ҫапла калӑр: тӑванусем сана усал тунӑччӗ, эсӗ вӗсен айӑпне, вӗ- сен ҫылӑхне каҫар, тейӗр, терӗ. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑн аҫу Туррийӗн чурисен айӑпӗсене каҫарсам, тенӗ. Хӑйне ҫапла каланӑ чухне Иосиф йӗрсе тӑнӑ. 18 Тӑванӗсем хӑйсем те пынӑ, вӗсем унӑн умне ӳксе ӑна каланӑ: акӑ эпир санӑн чурусем пулатпӑр, тенӗ. 19 Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп; 20 акӑ эсир мана хирӗҫ усал шу- хӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пу- рӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫас ӑрчӗ; 21эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрс ене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ. Вӑл вӗс ене лӑплантарнӑ, вӗсен кӑ мӑлне килмелле калаҫнӑ.

22 Вара Иосиф хӑй те, унӑн ашшӗн ки- лӗ-йышӗ те Египетра пурӑннӑ; мӗнпурӗ Иосиф ҫӗр те вунӑ ҫул пурӑннӑ; 23 Иосиф Ефрем ачисене виҫҫӗмӗш сыпӑк таранч- ченех курнӑ, Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем те Иосиф чӗрҫи ҫинех ҫуралнӑ.

{[33] Ап есс 7:15.

50-меш сыпак. [1] Пулт 46:4. [5] Пулт 47:29. [10] Сир 22:11. [13] Ап есс 7:16. Пулт 23:17. [17] Пулт 26:24;

31:42. [20] Пулт 45:5. [22] Пулт 41:46. [23] Йыш 32:39.}

24 Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ вилетӗп, Турӑ сирӗн пата килетех, Вӑл сире ҫак ҫӗрвен Авраама, Исаака тава Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе тухӗ, тенӗ. 25 Иосиф Израиль ывӑлӗсене тупа тув арса каланӑ: Турӑ сирӗн пата килсессӗн, манӑн шӑммӑмсене кунв ан илсе тухӑр, тенӗ. 26 Иосиф ҫӗр вунӑ ҫулта вилнӗ. Ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе Египет ҫӗрӗнче арчана хурса пытарнӑ.

МОИСЕЙӖН ИККӖМӖШ КӖНЕКИ

ТУХНИ

1 1Иаковпа [хӑй в ен ашшӗпе] пӗрле, кашнийӗ хӑйӗн [пӗтӗм] килӗ-йышӗ- пе пӗрле Египета пыр в а кӗнӗ Израиль ывӑлӗсенӗн ячӗсем акӑ: 2 Рувим, Симеон, Левий тата Иуда, 3 Иссахар, Завулон та- та Вениамин, 4 Дан тата Неффалим, Гад тата Асир. 5 Иаковран ҫуралнисем пурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун пулнӑ; Иосиф ун чух- не Египетра пулнӑ ӗнтӗ. 6 Иосиф та, унӑн пур тӑванӗ те вилнӗ, вӑл сыпӑк пӗтӗм- пе вилсе пӗтнӗ; 7Израиль ывӑлӗсем вара хунаса-ӗрчесе кайнӑ, ҫав тери йышлӑлан- са, вӑйлӑланса пынӑ, ҫав ҫӗр вӗвемпе тулса ҫитнӗ.

8 Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ, 9вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах; 10 унран чее- рех пулар, вӑл текех ан ӗрчейтӗр; унсӑрӑн вӑл, вӑрвӑ хускалас пулвассӑн, пирӗн тӑшмансемпе пӗрлешӗ те, пире хирӗҫ тӑрса, [пирӗн] ҫӗртен тухса кайӗ, тенӗ. пӖнтӗ Израиль халӑхне йывӑр ӗҫпе хав- шатмашкӑн ӑна ӗҫлеттерекен пуҫлӑхсем суйласа лартнӑ. Израиль ывӑлӗсем вара фараона сых ятне хатӗрленине тытмалли хуласем — Пифомпа Раамсес хулисене [тата Он хулине, урӑхла Илиополь пу- лать] — лартса панӑ. 12Анчах халӑх хӑй- не хавшатнӑҫемӗн тата йышлӑланса пы- нӑ, тата ытларах ӗрчесе кайнӑ, [Египет ҫыннисем] ӗнвӗ Израиль ывӑлӗсенчен шиклене пуҫланӑ. 13 Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗр- хенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ, 14 Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхен- месӗр, йыв ӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫапв арса, хирви тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫ- леттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.

15 Египет патши еврей арӑмӗсен эпи кар- чӑкӗсене — вӗсенчен пӗри Шифра, тепӗ- ри Фуа ятлӑ пулнӑ — ҫапла хушнӑ, 16 [вӗ- сене] ҫапла каланӑ: эсир ев рей арӑмӗсене ача ҫураттарнӑ чухне астусах тӑрӑр: ывӑл ҫуралас пул в ассӑн — ӑна вӗлерӗр, хӗр пулсассӑн — пурӑнтӑр, тенӗ. 17 Анчах эпи карчӑксем Турӑран хӑранӑ, вӗсем Египет патши хушнӑ пек туман, ачас ене чӗрӗ хӑварнӑ. 18 Египет патши эпи карчӑксене чӗнтерсе илнӗ те вӗс ене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапла тӑватӑр, ачасене чӗрӗ хӑ- варатӑр? тенӗ. 19 Эпи карчӑксем фараона каланӑ: еврей арӑмӗсем Египет арӑмӗсем пек мар; вӗсем сывлӑхлӑ, вӗсем хӑйсем патне эпи карчӑк пырса ҫитичченех ҫу- ратаҫҫӗ, тенӗ. 20 Ҫакӑншӑн Турӑ эпи кар- чӑксене ырӑлӑх кӑт артса тӑнӑ, халӑхӗ вара йышлӑланса, ҫав тери вӑйлӑланса пынӑ. 21 Эпи карчӑксем Турӑран хӑраса пурӑннӑшӑн Вӑл вӗсенӗн килне-ҫуртне ӑнӑҫлӑх парса тӑнӑ.

{[24] Евр 11:22. [25] Тух 13:19. Нав 24:32.

1-мӗш сыпӑк. [1] Пулт 46:8. Ап ӗҫс 7:15. [2] Пулт 46:8. Тух 6:14. [6] Пулт 50:26. [7] Ап ӗҫс 7:17. Пс 104:24. [12] Пс 104:24. [13] Аст 26:6. Иудифь 5:11.[16] Ӑсл 18:5. [21] 1 Пат 2:35.}

Примечания

1

Йӑху.

2

Тепӗр тӗрлӗ ӑнлантарнинчен: арӑм Вӑрлӑхӗн хушшине; арӑмран Ҫурaласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ Ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн.

3

Пурӑнӑҫ.

4

Мана куракан Чӗрӗ Туррӑн ҫӑ лӗ.

5

Ҫӳл ху ҫа ку рӗ.

6

Вӗ сем хӑй сен пӗ тӗм тӑ ва нӗ пе ки лӗш тер ме сӗрпу рӑ н нӑ те се те ӑн лан ма пу лать.

7

Ту рӑ ҫур чӗ.

8

Кӗ мӗл ви ҫи, 4 сикль пе тан ла шать.

9

Грекла куҫарнинчен: туйин ҫӳл вӗҫне пӑхса пуҫне тайса илнӗ.

10

Сапла анлантарни те пур:Неф фа лим — кӗр некле ту ка ча ки; вӑл — па ха ка ла рӑш ӑс ти.

Претензии к содержанию