Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)

Страница 23 из 24

28 Иосиф Геҫем ҫулне кӑҫарттӑр теҫе, Иаков Иудӑна хӑй умӗнчен Иосиф патне янӑ. Вӗҫем Геҫем ҫӗрне ҫитнӗ. 29 Иосиф хӑйӗн чаплӑ урапине кӳлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне Израиле кӗтсе илмешкӗн Гесем ҫӗрне кайнӑ; аш шӗне курсассӑн, ӑна ыта- ласа илнӗ те унӑн ытамӗнче чылайччен йӗнӗ. 30 Израиль Иосифа каланӑ: халӗ ӗн- тӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать, тенӗ. 31 Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗн кил-йышне каланӑ: эпӗ каям та фараона хыпар тӑвам, ӑна: манӑн Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан тӑв анӑмсем, манӑн аттемӗн килӗ-йышӗ ман патӑма килчӗҫ, теем; 32 ҫак ҫынсем — сурӑх кӗтӳҫисем, вӗ- сем выльӑх усракан ҫынсем; вӗсем хӑйсен вак выльӑхне те, шултӑра выльӑхне те, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах илсе килнӗ, теем. 33 Фараон сире чӗнтерсе: эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр? тесе ыйтсассӑн, 34 хӑвӑра Гесем ҫӗрне вырӑнаҫтарччӑр тес е, эсир ҫапла калӑр: эпир, санӑн чурусем — ха- мӑр та, пирӗн аттесем те — мӗн ачаран- пах выльӑх пӑхатпӑр, тейӗр. Мӗншӗн тесе- ссӗн сурӑх кӗтекен кирек кам та Египет ҫыннисемшӗн ирсӗр, тенӗ.

47

1 Иосиф вара фараон патне пы- нӑ та хыпар тунӑ, вӑл каланӑ: манӑн аттем, манӑн тӑванӑмсем хӑйсен вак выльӑхӗпе, шултӑра выльӑхӗпе, хӑй- сен мӗн пуррине йӑлтах хӑйсемпе пӗрле илсе Ханаан ҫӗрӗнчен килчӗҫ; акӑ ӗнтӗ вӗсем халӗ Геҫем ҫӗрӗнче, тенӗ. 2 Вӑл хӑйӗн тӑванӗсенчен пиллӗкӗшне фара- он умне ил ҫ е пыр ҫ а тӑратнӑ. 3 Фараон унӑн тӑв анӗсене каланӑ: эсир мӗн ӗҫ- лесе пурӑнатӑр? тенӗ. Вӗс ем фараона каланӑ: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — сурӑх кӗтӳҫисем, тенӗ. 4 Вӗсем фараона тата каланӑ: Хана- ан ҫӗрӗнче хаяр выҫлӑх, унта хамӑрӑн, санӑн чурусен, выльӑхне кӗтме кӗтӳлӗх ҫук, ҫавӑнпа эпир ҫак ҫӗрте пурӑнас те- се килтӗмӗр; ӗнтӗ хӑвӑн чурусене Гесем ҫӗрне вырӑнаҫма ирӗк парсамччӗ, тенӗ. 5 Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑ- ванусем сан патна килнӗ; 6 Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Ге ҫ ем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗ ҫ ем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх- чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ. 7 Иосиф хӑйӗн ашшӗне Иакова илсе пынӑ та фараон умне тӑратнӑ; Иаков фараона пилленӗ. 8 Фараон Иакоҫ а каланӑ: эсӗ пурӑнан кунҫул миҫе ҫул пулать ӗнтӗ? тенӗ. 9 Иаков фараона каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳре пуҫлани ҫӗр вӑтӑр ҫул ӗнтӗ; эпӗ пурӑннӑ кунҫул сахал та телейсӗр пулчӗ, хамӑн атт есем ҫӳресе ирттернӗ кунҫула ҫитеймерӗ, тенӗ.

10 Вара Иаков фараона пилленӗ те ун патӗнчен тухса кайнӑ. пИосиф хӑйӗн ашшӗпе тӑванӗсе- не вырӑнаҫтарнӑ, вӗсене, фараон хушнӑ пек, Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх ҫӗрте, Раам- сес ҫӗрӗнче, вырӑн панӑ. 12 Иосиф хӑйӗн ашшӗне, тӑванӗсене, ашшӗн пӗтӗм кил- йышне — кашни кил-йыша мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫав таран — тырӑ парса тӑнӑ.

13 Пӗтӗм ҫӗр ҫинче тырӑ пулман, мӗн- шӗн тесессӗн выҫлӑх хаярланнӑҫемӗн ха- ярланса пынӑ; выҫлӑхпа Египет ҫӗрӗ те,

{[23] Йыш 26:42. [24] Йыш 26:48. 1 Ҫулс 7:13.[27] Тух 1:5. Аст 10:22. Ап ӗҫс 7:14. [29] Пулт 33:4; 45:14.

[30] Пулт 45:28. Лк 2:29–30. [31] Пулт 47:1. [34] Пулт 47:6, 27; 43:32.

47-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 46:31. Ап ӗҫс 7:14–15. [3] Пулт 46:33–34. [6] Пулт 34:10. [9] Пс 118:19.

Евр 11:13; 13:14. [11] Тух 1:11. [12] Сир 49:17.}

Ханаан ҫӗрӗ те хӑрӑнса ҫитнӗ. 14 Иосиф Египет ҫӗрӗнчи тата Ханаан ҫӗрӗнчи мӗн- пур кӗмӗле, тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗ ле, пӗ- тӗмпех пуҫтарнӑ та фараон килне панӑ.

15 Египет ҫӗрӗнче те, Ханаан ҫӗрӗнче те кӗмӗл юлман. Египет ҫыннисем пурсе Иосиф патне пынӑ та каланӑ: пире ты- рӑ парсамччӗ; кӗмӗл пӗтнипе халӗ ӗнтӗ пирӗн сан умӑнсах вилмелле-и? тенӗ.

16 Иосиф каланӑ: кӗмӗлӗр пӗтрӗ пулсас- сӑн, выльӑхӑра хӑваласа килӗр, эпӗ сире выльӑхӑршӑн [тырӑ] парӑп, тенӗ. 17Вӗсем хӑйсен выльӑхне Иосиф патне хӑваласа пынӑ; Иосиф вӗс ене лашисемшӗн, вак выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, шулсӑра выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, ашакӗсемшӗн тырӑ панӑ; ҫав ҫулхине вӑл вӗсене мӗнпур выльӑхӗ- шӗн тырӑ парса тӑнӑ. 18 Ку ҫул иртсе кай- нӑ; вӗсем тепӗр ҫулхине те ун патне пынӑ та каланӑ: кӗмӗл пӗтнине, пирӗн выльӑх кӗтӗвӗсем хуҫамӑр аллине куҫнине эпир хамӑр хуҫамӑртан пытараймастпӑр; ӗнтӗ хамӑр ӳтсӗр пуҫне, хамӑр ҫӗрсӗр пуҫне хуҫамӑр умӗнче пирӗн нимӗн те юлмарӗ; 19 мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн та, хамӑрӑн ҫӗ- рӗмӗрсен те санӑн куҫу умӗнчех пӗтес-ха? тырӑшӑн пире хамӑра та, пирӗн ҫӗрсене те ил, вара эпир ҫӗрӗ-мӗнӗпех фараон чурисем пулӑпӑр, эсӗ пире вӑрлӑх пар, эпир чӗрӗ юлар, вилер мар, ҫӗр пушанса ан юлтӑр, тенӗ.

20 Вара Иосиф пӗтӗм Египет ҫӗрне фа- раон валли туяннӑ: выҫлӑх апсӑратса ҫитернипе Египет ҫыннисем пурте хӑйсен хирӗсене сутса янӑ. Ҫӗр фараона пулнӑ. 21 Вӑл халӑха та Египетӑн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитичченех чура туса хунӑ. 22 [Иосиф] апӑссен ҫӗрне ҫеҫ туян- ман, мӗншӗн тесессӗн апӑссене фараон ҫӗрӗнчен пай татса панӑ, вӗсем фараон татса панӑ ҫӗртен тӑранса пурӑннӑ; ҫа- вӑнпа вӗсем хӑйсен ҫӗрне сутман. 23 Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акс а ту- хӑр; 24 вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑран- са пурӑнма юлӗ, тенӗ. 25 Вӗсем: эсӗ пире вилӗмрен хӑтартӑн; ӗнтӗ хамӑр хуҫамӑр куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тупар, фараон чури пулар, тенӗ. 26 Иосиф ҫакна Египет ҫӗрӗн- чи саккун туса хунӑ, вӑл ҫак кунчченех ҫапла пырать: пиллӗкӗмӗш пая фараона пама лла, апӑссен ҫӗрӗнчен ҫеҫ фараона памалла мар, мӗншӗн тесессӗн ку — фа- раон ҫӗрӗ мар.

27 Израиль Египет ҫӗрӗнче, Гесем ҫӗрӗн- че, пурӑннӑ, ку ҫӗр вӗсен пулнӑ, вӗсем ӗрченӗ, питӗ йышлӑланса ҫитнӗ. 28 Иаков Египет ҫӗрӗнче вунсичӗ ҫул пурӑннӑ; Иаковӑн ӗмӗрӗ, вӑл пурӑннӑ кунҫул, ҫӗр хӗрӗх ҫичӗ ҫул пулнӑ.

29 Израилӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл хӑ- йӗн ывӑлне Иосифа чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эпӗ санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та: «сана ырӑ тӑвӑп, тӗрӗс пулӑп, сана Египетра пытармӑп» тесе тупа ту; 30 эпӗ хамӑн аттесемпе пӗрле выртам; эсӗ мана Египетран илсе тухӑн та аттемсене пытарнӑ вырӑна пытарӑн, тенӗ. Иосиф: эсӗ каланӑ пек тӑвӑп, тенӗ. 31 Тата каланӑ: мана тупа ту, тенӗ. Иосиф ӑна тупа ту- нӑ. Вара вырӑн ҫинче выртакан Израиль пуҫне тайса илнӗ[9].

48

1 Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн Иосифа каланӑ: акӑ санӑн аҫу чирлӗ выр- тать, тенӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле икӗ ывӑлне, Манассияпа Ефрема, илнӗ [те Иаков пат- не кайнӑ]. 2 Иакова хыпар тус а каланӑ: акӑ сан патна Иосиф ывӑлу килет, тенӗ. Израиль хӑйӗн халне пухса вырӑнӗ ҫине тӑрса ларнӑ. 3 Иаков Иосифа каланӑ: Пур- не те Пултаракан Турӑ мана Лузра — Ха- наан ҫӗрӗнче — курӑнса, мана пиллерӗ, 4 Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ӗрчетӗп, сана йышлӑ тӑвӑп, санран темӗн чухлӗ

{[27] Тух 5:5. Пс 104:24. [29] Пулт 24:2; 50:5. [30] Пулт 23:19; 50:13. [31] Пулт 50:5. Евр 11:21.

48-мӗш сы пӑк. [3] Пулт 28:13. [4] Пулт 13:16; 35:11–12; 41:52.}

тӗрлӗ халӑх кӑларӑп, ҫак ҫӗре сан хыҫҫӑн килес тӑхӑмна ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп, терӗ. 5 Халӗ ӗнтӗ санӑн икӗ ывӑлу — сана Египетра ҫуратса панӑскерсем, эпӗ сан патна Египета киличчен ҫуралнӑскер- сем — манӑн ывӑл сем вӗ сем; Русимпа Симеон пекех, Ефремпа Манассия манӑн пулӗҫ; 6 вӗсем хыҫҫӑн ҫуралас ачусем вара санӑн пулӗҫ; вӗ сем хӑйсен пиччӗшӗсен ячӗпе вӗсен еткер ҫӗрне ята кӗрӗҫ. 7 Эпӗ Месопотамирен таврӑннӑ чухне Ханаан ҫӗрӗнче, ҫул ҫинче, Ефрафӑна ҫит есси кӑшт ҫеҫ юлсассӑн, манӑн Рахилӗм [са- нӑн аннӳ] вилчӗ, эпӗ ӑна унта Ефрафӑ- на — хальхи Вифлеема — каякан ҫул хӗр- рине пытарса хӑвартӑм, тенӗ.

8 Израиль Иосиф ывӑлӗсене курнӑ та: кусем камсем? тенӗ. 9 Иосиф хӑйӗн ашшӗ- не каланӑ: ку сем — Турӑ мана кунта панӑ ывӑлӑмсем, те нӗ. [Иаков] каланӑ: вӗсене ман патӑма ҫывӑхарах илсе кил-ха, вӗсе- не пиллем эпӗ, тенӗ. 10 Ватӑлнипе Израи- лӗн куҫӗ йӑвашланнӑ; вӑл витӗрех курай- ман. Иосиф вӗсене ун патне илсе пынӑ, Израиль вӗсене чуптуса, ыталаса илнӗ. 11 Израиль Иосифа каланӑ: эпӗ санӑн сӑн- на курасса сунманччӗ; акӑ Турӑ мана са- нӑн ачусене те кӑтартрӗ, тенӗ. 12 Иосиф, вӗсене Иаков чӗрсийӗ пасӗнчен аякка- рах тӑратса, ашшӗне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 13Унтан Иосиф [хӑйӗн ывӑлӗсене] иккӗш- не те ҫавӑтнӑ та Ефрема хӑйӗн сылтӑм аллипе тытса Израилӗн сулахай аллине хирӗҫ, Манассияна сулахай аллипе тытса Израилӗн сылт ӑм аллине хирӗҫ пырс а тӑратнӑ. 14 Анчах Израиль хӑйӗн сылтӑм аллине тӑснӑ та ӑна Ефрем пуҫ ӗ ҫине, кӗҫӗ ннин пуҫӗ ҫине, хунӑ, сулахаййине Манассия пуҫӗ ҫине хунӑ. Манассия мал- танхи ывӑл пулнӑ пулин те, ҫавна пӗлсех вӑл аллисене ҫапла хунӑ. 15 Вӑл Иосифа пиллесе каланӑ: манӑн Авраампа Иса- ак аттемсем Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, ҫав Ту- рӑ, мана мӗн ҫуралнӑранпа ҫак кунччен пӑхса усракан Турӑ, 16 мана пур тӗрлӗ усалтан хӑтарса тӑракан Ангел ҫак ача- сене пиллетӗр; манӑн ятӑмпа Авраампа Исаак аттемсен ячӗсем вӗсем ҫинче пулч- чӑр, вӗсем ҫӗр ҫинче темӗн чухлӗ ӗрче- се-хунаса кайччӑр, тенӗ.

Претензии к содержанию