Страница 3 из 24
{[25] Пулт 5:3.
5-мӗш сы пӑк. [1] 1 Ҫулс 1:1. Пулт 1:26–27; 9:6. Ӑсл 2:23. Сир 17:3. [3] Лк 3:38. 1 Кор 15:48–49.
[24] Сир 44:15; 49:16. Евр 11:5. [29] 1 Пет 3:20. Евр 11:7. Пулт 3:17. [32] 1 Ҫулс 1:4.
6-мӗш сы пӑк. [2] Аст 14:1. 1 Ин 3:1. Мф 24:38. [3] Ап ӗҫс 7:51. Гал 5:16. 1 Пет 3:20.}
пултӑр, тенӗ. 4 Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче улӑп- сем пулнӑ, уйрӑмах вӗсем Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем патне кӗре пуҫласассӑн, ку- сем вӗсем валли ача ҫурата пуҫласассӑн нумайланнӑ: вӗсем паттӑр ҫынсем, мӗн авалтанпах чаплӑ ҫынсем пулнӑ.
5 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче пи- тех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗ- сен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ; 6 ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа ӳкӗннӗ, Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ. 7 Вара Ҫӳлхуҫа ка- ланӑ: Хам пулҫарнӑ этемсене Эпӗ ҫӗр ҫийӗнчен пӗт еретӗп, этемрен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калта, тӳпери вӗ- ҫен кайӑк таранах пӗтеретӗп, вӗсене пул- тарнӑшӑн Эпӗ ӳкӗнтӗм ӗнтӗ, тенӗ. 8 Ной вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче тивлетлӗ пулнӑ.
9 Акӑ Нойӑн пурӑнӑҫӗ: Ной хӑйӗн ӑрӑ- вӗнче тӳрӗ ҫын, айӑпсӑр ҫын пулнӑ; Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ. 10 Нойӑн Сим, Хам тата Иафет ятлӑ виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ.
11 Ӗнтӗ Турӑ куҫӗ умӗнче ҫӗр ирсӗрленсе ҫитнӗ, ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ. 12 [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ҫӗр ҫине пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр пӗтӗм- пе ирсӗрленнӗ, пурте хӑйсен ҫӗр ҫинчи ҫулне пӑсса пӗтернӗ. 13 [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: пӗтесси ҫитрӗ, мӗн пурри Манӑн умӑмра пӗтӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр вӗсе- нӗн усал ӗҫӗсемпе тулса ҫитрӗ; акӑ Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗт ерӗп. 14 Ху валли гофер йывӑҫӗнчен карап ту; карап ӑшӗнче пӳлӗмсем ту, унӑн шалашне те, тулашне те сӑмалапа сӗрсе тух. 15 Ӑна ҫапла ту: карапӑн тӑршшӗ виҫҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пултӑр. 16 Карапунта шӑтӑк туса хӑвар, тӑррине пӗр чикене ҫити ансӑрлат, карапа кӗме унӑн айккине алӑк ту; пурӑнмашкӑн ун ӑшӗнче аялти хутне, иккӗмӗш тата виҫ- ҫӗмӗш хутне ту. 17Акӑ Эпӗ ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те пӗтер- мешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп; ҫӗр ҫин че мӗн пурри йӑлтах вилсе пӗтӗ. 18 Анчах Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗ- сем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗ рӗҫ. 19 Ҫавӑн пекех карап ҫи не тат а [пӗт ӗм выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗлен-калтана та- та] пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр илсе кӗр, вӗсем санпа пӗрле чӗрӗ юлччӑр; вӗ сем аҫаллӑ-амаллӑ пулччӑр. 20 Санпа пӗрле чӗрӗ юлмашкӑн сан патна вӗҫен кайӑк- сен кашни ӑрӑвӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхсен кашни ӑрӑвӗнчен, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳре- кенсен кашни ӑрӑвӗнчен аҫаллӑ-амаллӑ пӗрер мӑшӑр кӗччӗр.
21 Эсӗ ху валли ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ ҫимӗҫ ил, ӑна хӑв патна пухса хур; вӑл саншӑн та, вӗсемшӗн те апат пулӗ, тенӗ. 22 Ной пӗсӗмпех тунӑ: [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ.
7
1 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Ноя каланӑ: эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр, мӗншӗн тес ессӗн ҫак ӑру хушшинче эсӗ Манӑн умӑмра тӳррине Эпӗ куртӑм; 2 пур таса выльӑхран ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, таса мар выльӑхран икшер аҫапа икшер ама ил; 3 ҫавӑн пекех тата пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвар- машкӑн [таса] вӗҫен кайӑксенчен ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, [пур таса мар вӗҫен кайӑкран икшер аҫапа икшер ама] ил, 4 мӗншӗн тесессӗн ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп; Хам мӗн пултарнине пурне те ҫӗр ҫинчен пӗсерӗп, тенӗ. 5 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑйне мӗн хушнине Ной пӗтӗмпе тунӑ.
6 Ҫӗр ҫине шыв тулнӑ вӑхӑтра Ной улт- ҫӗр ҫулта пулнӑ.
7 Ной хӑй те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те ҫӗр ҫине шыв тулас умӗн карап ӑшне кӗнӗ. 8 [Таса вӗҫен кайӑксем те, таса мар вӗҫен кайӑксем те,] тас а выльӑхсем те, тас а мар выльӑхсем те, [тискер кайӑксем те,] ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳ рекенсем те — 9 пурте, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, Ной пат- не карап ӑшне мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн аҫал- лӑ-амаллӑ кӗнӗ. 10 Ҫичӗ кунран ҫӗр ҫине талай ҫитнӗ.
{[5] Пулт 8:21. Мф 15:19. Мк 7:21. [6] Йыш 23:19. 1 Пат 15:11. [9] Сир 44:16. [13] 2 Пет 2:5. [14] Евр 11:7.
[17] Пс 28:10. [19] Пулт 7:9. [22] Пулт 7:5.
7-мӗш сыпӑк. [1] 1 Пет 3:20. [5] Пулт 6:22. [7] Мф 24:38. Лк 17:27. 1 Пет 3:20. [9] Пулт 6:19.}
11Ной пур ӑнӑҫӗн улт т ӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗ- мӗш [27] кунӗнче, шӑпах ҫав кун, аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайнӑ, пӗлӗт чӳречисем те уҫӑлнӑ; 12 вара ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ҫумӑр ҫу- нӑ. 13 Шӑп ҫав кун Ной карап ӑшне кӗ- нӗ; Ной ывӑлӗсем те, — Сим, Хам тат а Иафет, — Ной арӑмӗ те, унӑн ывӑлӗсен виҫӗ арӑмӗ те унпа пӗрле кӗнӗ. 14 Хӑйсем те кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пур выльӑх, ҫӗр ҫинче шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе, вӗҫсе ҫӳ- рекенсем, пур вӗҫен кайӑк, пур ҫунатлӑ кайӑк та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе 15 Ной патне карап ӑшне кӗнӗ, ӳтӗнче чӗмӗ пуррисем пурте аҫаллӑ-амаллӑ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн кӗнӗ; 16 Ной патне карап ӑшне кӗнӗ пур тӗрлӗ чӗрчун, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, аҫи те, ами те кӗнӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсем кӗнӗ хыҫҫӑн карапа хупса лартнӑ.
17 Ҫӗр ҫине шыв хӗрӗх кун та хӗ рӗх каҫ тулса пынӑ, шыв хушӑннӑҫемӗн хушӑнса пынӑ та карапа ҫӳлелле ҫӗкленӗ, вӑл ҫӗр- тен ҫӳлте пулнӑ; 18 ҫӗр ҫинче шыв вӑйлӑ- лансах пынӑ, питех те тулса ҫитнӗ, карап шыв ҫийӗн ишсе ҫӳренӗ. 19 Шыв ҫӗр ҫине шутсӑр нумай капланса тулнӑ; пӗт ӗм тӳпе айӗнчи ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ; 20 вӗсен тӗлӗнчи шыв вун- пилӗк чике чухлӗ хӑпарнӑ, ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ. 21 Ҫӗр ҫинче ҫӳрекен пур чӗрчун та вилсе пӗтнӗ: вӗ- ҫен кайӑксем, выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта, пур ҫын та вилсе пӗтнӗ; 22 типӗ ҫӗрте пурӑнӑҫ сыв- лӑшне сӑмсапа сывлаканни пурте вилсе пӗтнӗ. 23 Ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем пурте пӗтнӗ; этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ, ҫӗлен-калти, тӳпе айӗнчи вӗҫен кайӑкӗ таран — пурте ҫӗр ҫинчен пӗтнӗ, Ной ҫеҫ, унпа пӗрле карап ҫинче пулнисем ҫеҫ тӑр- са юлнӑ. 24 Шыв ҫӗр ҫинче ҫӗр аллӑ кун тулса пынӑ.
8
1Турӑ Ноя тата унпа пӗрле карап ӑшӗнче пулнӑ пур тискер кайӑка, пур выльӑх-чӗрлӗхе, [пур вӗҫен кайӑка, шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана] асне илнӗ; вара Турӑ ҫӗр ҫине ҫил янӑ та, шыв тулма чарӑннӑ. 2 Тӗпсӗр авӑрӑн ҫӑ- лӗсем, пӗлӗт чӳречисем хупӑнса ларнӑ, вара тӳперен ҫумӑр ҫума чарӑннӑ. 3 Шыв майӗпен ҫӗр ҫинчен каялла кайнӑ, ҫӗр аллӑ кун иртсессӗн шыв чака пуҫланӑ. 4 Ҫиччӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вунҫич- чӗмӗш кунӗнче, карап Арарат тӑвӗ ҫине пырса чарӑннӑ. 5 Вуннӑмӗш уйӑха ҫитич- чен шыв пӗрмаях чакса пынӑ; вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ту тӑррисем курӑна пуҫланӑ.
6 Хӗрӗх кун иртсессӗн Ной хӑй тунӑ ка- рап чӳречине уҫнӑ та 7 [ҫӗр ҫинчен шыв чакнине пӗлмешкӗн] ҫӑхана кӑларса янӑ; вӑл вӗҫсе тухнӑ та ҫӗр ҫинчи шыв типи- чченех пӗр аяккалла вӗҫс е кайнӑ, пӗр каялла вӗҫсе килнӗ. 8 Унтан ҫӗр ҫинчен шыв кайса пӗтнине пӗлмешкӗн Ной кӑ- вакарчӑна кӑларса янӑ; 9 анчах кӑвакар- чӑнӗ урине пусса ларса канма вырӑн ту- пайман та ун патне каялла карап ҫине вӗҫсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пур тӗлте те шыв тӑнӑ; Ной аллине тӑс- нӑ та ӑна ярс а тытс а хӑй патне карап ӑшне кӗртнӗ. 10 Тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та карап ӑшӗнчен каллех кӑв акарчӑна кӑларса янӑ. пКӑвакарчӑн ун патне каҫ пуласпа каялла вӗҫсе ҫитнӗ, акӑ сӑмси- пе вӑл ҫу йывӑҫҫин ешӗл чӗрӗ ҫулҫине хыпса килнӗ; Ной вара ҫӗр ҫинчен шыв чакса кайнине пӗлнӗ. 12 Вӑл тат а ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та [каллех] кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; кӑвакарчӑн вара ун патне каялла таврӑнман.
13 [Ной пурӑнӑҫӗн] ултҫӗр пӗрремӗш ҫу- лӗнче, пӗрремӗш уйӑхӑн [пӗрремӗш] кунӗ тӗлне, ҫӗр ҫинче шыв юлман; Ной карап тӑррине уҫса пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр ҫийӗ ку- шӑхнӑ. 14 Иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗ тӗлне, ҫӗр пӗтӗмпех типсе
{[11] Иов 38:8. Ытар 8:29. 4 Пат 7:2. [16] Пулт 6:19–20. [23] Ӑсл 10:4. Мф 24:39.
8-мӗш сы пӑк. [1] Пс 111:6. [2] Пулт 7:11. [4] Иер 51:27.}
ҫитнӗ. 15 Вара [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: 16 эсӗ хӑв та тух, санӑн арӑму та, ывӑлусем те, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшӗнчен тухчӑр; 17 хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ пур чӗрчуна та — вӗҫен кайӑксене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана — хӑвӑнпа пӗрле ил- се тух; вӗсем ҫӗр тӑрӑх саланччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрч еччӗр, хунаса пыччӑр, тенӗ. 18 Вара Ной тухнӑ, унпа пӗрле унӑн ывӑ- лӗсем те, арӑмӗ те, ывӑ лӗсен арӑмӗсем те тухнӑ; 19 карап ӑшӗнчен мӗнпур тискер кайӑк, [мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх,] мӗнпур ҫӗлен-калта, мӗнпур вӗҫен кайӑк — ҫӗр ҫинче мӗн ҫӳрекенни пурте — ӑрӑвӗ-ӑрӑ- вӗпе тухса кайнӑ.