Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)

Страница 9 из 24

15Хутаҫҫинчи шысӗ пӗтнӗ, вӑл ачине пӗр тӗм айне пӑрахса хӑварнӑ та 16 аякка, ухӑ йӗппи вӗҫсе ӳкес чухлӗ, кайса лар- нӑ. Вӑл: ачам вилӗмне ан курам, тенӗ. Вӑл [аяккарах, ӑна] хирӗҫ ларнӑ та йӗре пуҫланӑ, кӑшкӑрсах йӗнӗ; 17 Турӑ ачанӑн сассине [вӑл выртнӑ вырӑнтан] илтнӗ; Турӑ Ангелӗ Агаре тӳперен чӗнсе каланӑ: Агарь, мӗн пулчӗ? ан хӑра; Турӑ ачанӑн сассине вӑл выртакан вырӑнтан илтрӗ; 18 тӑр, ачана ҫӗклесе тӑрат та аллинчен ҫавӑт ӑна, Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп, тенӗ. 19 Турӑ унӑн куҫне уҫнӑ та, Агарь вара [чӗрӗ] шывлӑ пусӑ курнӑ, ун пат- не пырса хутаҫҫине шыв тултарса ачине ӗҫтернӗ. 20 Турӑ ачапа пӗрле пулнӑ; вӑл ӳссе ҫитӗннӗ те пушхирте пурӑна пуҫла- нӑ, ухӑ пеме вӗренсе ҫитнӗ. 21Вӑл Фаран пушхирӗнче пурӑннӑ; амӑшӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен арӑм илсе панӑ.

22 Ҫав вӑхӑтра тата ҫапла пулнӑ: Авиме- лех [Ахус афпа, хӑйӗн тусӗпе, тата] Фи- холпа, хӑйӗн ҫарпуҫӗпе, пӗрле Авраама ка- ланӑ: эсӗ кирек мӗн тунӑ чухне те санпала Турӑ, тенӗ; 23 эсӗ мана хама та, ывӑлӑма та, мӑнукӑма та хур тумӑп тесе халӗ ҫа- кӑнта Турӑпа тупа ту; эпӗ саншӑн епле лайӑх пултӑм, эсӗ те маншӑн тата ху хӑна пулса пурӑнакан ҫӗршӗн ҫапла пул, тенӗ. 24 Авраам: тупа тӑватӑп, тенӗ.

25 Авимелех чурисем Авраамран шыв пуссине туртса илнӗ пулнӑ, ҫавӑншӑн Ав- раам Авимелехе ӳпкелесе калаҫнӑ. 26 Ави- мелех [ӑна] каланӑ: ҫакна кам тунине пӗлместӗп, хӑв та мана каламарӑн: эпӗ ун ҫинчен халиччен те илтмен-ҫке, тенӗ. 27 Авраам, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх илсе, Авимелехе панӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗр канашлӑ тӑма сӑмах татнӑ. 28 Вак выльӑх кӗтӗвӗнчен илнӗ ҫичӗ пут екне Авраам уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ. 29 Авимелех вара Авраама каланӑ: эсӗ [сурӑх кӗтӗвӗнчен илсе] уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ ҫичӗ путек кунта мӗне кирлӗ? тенӗ. 30 [Авраам] каланӑ: ҫак ҫичӗ пут еке ман аллӑмран

{21- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 17:19; 18:10. Евр 11:11. [2] Гал 4:22. [3] Мф 1:2. [4] Ап ӗҫс 7:8. Пулт 17:10-12.

[10] Гал 4:30. [11] Пулт 17:18. [12] Рим 9:7. Евр 11:18. [13] Пулт 16:10; 17:20; 25:16. [18] Пулт 17:20.

[21] Пулт 14:6. [22] Пулт 20:2. [23] Пулт 26:11. [25] Пулт 26:15, 18.}

илсем, вӗсем шыв пуссине эпӗ алтнине кӳнтелесе тӑччӑр, тенӗ. 31 Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫак вырӑна Вирсавия тесе ят панӑ, мӗншӗн тес ессӗн вӗс ем иккӗшӗ те ҫа- кӑнта тупа тунӑ, 32 вӗсем пӗр канашлӑ тӑмашкӑн Вирсавияра сӑмах татнӑ. Ави- мелех [Ахутафпа, хӑйӗн тутӗпе, тата] хӑйӗн ҫарпуҫӗпе Фихолпа пӗрле тӑнӑ та филистимсен ҫӗрне каялла таврӑннӑ. 33 [Авраам] Вирсавияра ката лартса тух- нӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫанӑн, ӗмӗрхи Туррӑн, ятне асӑнта чӗннӗ. 34 Ютран пынӑ ҫын пулса, Авраам филистимсен ҫӗрӗнче ну- май вӑхӑт пурӑннӑ.

22

1 Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Турӑ Авраама сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, ӑна: Авраам! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ. 2 Турӑ каланӑ: хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗр- тен-пӗр савнӑ ывӑлна, Исаака, ил те Мо- риа ҫӗрне кай, унта Эпӗ сана кӑтартас пӗр ту ҫинче ӑна, ывӑлна, пӗтӗмӗшпе ҫунтар- са парне кӳр, тенӗ. 3 Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ашакне йӗнерлесе тӑратнӑ, хӑйпе пӗрле икӗ тарҫи не тата хӑйӗн ывӑлне Иса- ака илнӗ; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳ- ме вутӑ ҫурнӑ, вара ҫийӗнчех хӑйне Турӑ каланӑ вырӑна тухса кайнӑ. 4 Виҫҫӗмӗш кунне Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та ҫав вырӑна аякранах курнӑ. 5Авраам хӑйӗн тарҫисене каланӑ: эсир ҫакӑнта ашакпа пӗрле юлӑр; эпир, ывӑлӑмпа иксӗмӗр, ҫа- вӑнта кайса Турра пуҫҫапӑпӑр та сирӗн пата таврӑнӑпӑр, тенӗ. 6 Авраам, пӗтӗмӗш- пе ҫунтарса парне кӳмешкӗн вутӑ илсе, ӑна Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ; аллине вутчуль тата ҫӗҫӗ тыт- нӑ та, иккӗшӗ пӗрле кайнӑ. 7Исаак хӑйӗн ашшӗпе Авраампа калаҫа пуҫланӑ, вӑл: аттем! тенӗ. Лешӗ: ывӑлӑм, эпӗ кунтах! тенӗ. Исаак: акӑ вутчуль те, вутӑ та пур, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме путекӗ ӑҫта? тенӗ. 8 Авраам каланӑ: ывӑлӑм, пӗ- тӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли путеке Турӑ Хӑй кӑтартӗ, тенӗ. Вара иккӗшӗ пӗрле ма- лалла кайнӑ.

9 Вӗсем Турӑ каланӑ вырӑна пырса ҫит- нӗ; унта Авраам парне вырӑнӗ ту нӑ, вут- тине купаласа хунӑ, хӑй ывӑлне Исаака ҫыхса, ӑна парне вырӑнӗ ҫине, вутӑ ҫине, вырттарнӑ. 10 Авраам ҫӗҫӗ тытнӑ та ывӑл- не пут ас тете аллине ҫӗкленӗ. пАнчах ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен чӗнсе кала- нӑ: Авраам! Авраам! тенӗ. Авраам: эпӗ кунтах! тенӗ. 12 Ангел каланӑ: ачу ҫине аллуна ан ҫӗкле, ӑна нимӗн те ан ту; халӗ ӗнтӗ Эпӗ эсӗ Турӑран хӑранине пӗ- летӗп: эсӗ Маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенмерӗн, тенӗ. 13Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ — акӑ хыҫалта пӗр така, чӑтлӑхра мӑйракипе ҫакланнӑскер. Авраам пынӑ та, такана илсе, ӑна хӑйӗн ывӑлӗ [Исаак] вырӑнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. 14 Ҫав вырӑна Авраам Яхве-ире[5] тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа халӗ те: Яхве тӑвӗ ҫинче курӑ нӗ, теҫҫӗ.

15 Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Авраама тӳперен ик- кӗмӗш хут чӗнсе каланӑ: 16 Ҫӳлхуҫа ҫап- ла калать: Хампа тупа тӑватӑп, ҫак ӗҫе тунӑшӑн, [Маншӑн] хӑвӑн ывӑлна, пӗр- тен-пӗррескерне, хӗрхенменшӗн 17 Эпӗ са- на пиллесех пиллӗп, са нӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп, ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тинӗс хӗр- ринчи хӑйӑр чухлӗ тӑвӑп; санӑн вӑрлӑху хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене туртса илӗ; 18 эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, тет, тенӗ. 19 Авраам каялла хӑйӗн тарҫ исем патне таврӑннӑ, вара пурте пӗрле Вирсавияна кайнӑ; Авраам Вирсавияра пурӑннӑ.

20 Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Авра- ам патне хыпар ҫитернӗ: акӑ Милка та Нахора, санӑн тӑванна, ывӑлсем ҫуратса панӑ: 21малтанхи ывӑлӗ Уц, унӑн шӑллӗ Вуз, Арам ашшӗ Кемуил, 22 Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил ҫуралнӑ, те-

{[31] Пулт 26:33. Нав 15:28; 19:2. [33] Пулт 13:4. Ис 57:15.

22-мӗш сы пӑк. [1] Евр 11:17. [16] Пс 104:9. Сир 44:21. 1 Мак 2:52. Лк 1:73. Евр 6:13. [18] Пулт 12:3;

18:18; 26:4. Сир 44:22. Ап ӗҫс 3:25. Гал 3:8, 16. Пс 71:17.}

нӗ; 23 Вафуилран Ревекка ҫуралнӑ. Нахора, Авраам тӑванне, Милка ҫак сакӑр [ывӑ- ла] ҫуратса панӑ; 24 тата унӑн ҫум-арӑмӗ, Реума ятлӑскер, Теваха, Гахама, Тахаша тата Маахана ҫуратса панӑ.

23

1 Сарра ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫул пурӑн- нӑ: Сарра пурӑннӑ кунҫул ҫакӑ;

2 Сарра Ханаан ҫӗрӗнче, [айлӑм ҫӗрс и] Кириаф-Арба текен вырӑнта, вилнӗ, ха- лӗ ӑна Хеврон теҫҫӗ. Авраам Саррӑшӑн макӑрма, уншӑн хурланса хӳхлеме пынӑ.

3 Унтан Авраам хӑйӗн вилнӗ арӑмӗ патӗн- чен кайнӑ та Хет ывӑлӗсемпе калаҫса вӗсене каланӑ: 4 эпӗ сирӗн патӑра ютран килсе ларнӑ ҫын; вилнӗскерӗме кус ӑм умӗнчен пытармашкӑн мана хӑвӑр ҫӗрӗр- те тупӑк валли вырӑн парсамӑр, тенӗ. 5 Хет ывӑлӗсем Авраама хуравласа каланӑ: 6 эй хуҫа мӑр, пире итле-ха; эсӗ пирӗн хушшӑ- мӑрта Турӑ лартнӑ пуҫлӑх; вилнӗ арӑмна пирӗн виле пыт аракан ҫӗрт и чи лайӑх вырӑна пытар; санӑн вилнӗ арӑмна [унта] пытармашкӑн пирӗнтен никам та сана пытармалли вырӑн парас мар темӗ, тенӗ. 7Авраам тӑнӑ та ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче, Хет ывӑлӗсем умӗнче, ҫӗ ре ҫити тайӑлнӑ; 8 [Авраам] вӗсемпе калаҫса каланӑ: эсир манӑн вилнӗскерӗме пытарттарма килӗ- шетӗр пулсассӑн — итлӗр-ха мана: Ефрон- ран, Цохар ывӑлӗнчен, маншӑн ыйтӑр-ха, 9вӑл мана хӑйӗн хирӗ вӗҫӗнчи Махпела теекен сӑрт хӑвӑлне патӑрччӗ, ҫын пы- тармашкӑн мана ӑна пысӑк хакпа сирӗн умӑрта пуҫӗпех патӑрччӗ, тенӗ. 10 Ефронӗ вара Хет ывӑлӗсем хушшинче ларнӑ; хет ҫынни Ефрон хӑйӗн хули хапхинчен кӗре- кен мӗнпур Хет ывӑлӗсем илтмелле Ав- раама хуравласа каланӑ: 11 ҫук, хуҫамӑм, итле-ха мана: эпӗ сана хирне те, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне те паратӑп, хамӑн халӑхӑн ывӑлӗсен куҫӗ умӗнче ӑна сана парнеле- тӗп, вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ.

12 Авраам ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та 13 ҫав ҫӗрти [пӗтӗм] халӑх илтмелле Еф- рона ҫапла каланӑ: килӗшетӗн пулсассӑн, эпӗ сана хиршӗн кӗмӗл паратӑп; илсемччӗ манран, эпӗ унта вилнӗскерӗме пытарам, тенӗ. 14 Ефрон, Авраама хуравласа, ӑна каланӑ: 15 эй хуҫамӑм! итле-ха мана: ҫак ҫӗр тӑватҫӗр сикль кӗмӗл хакне тӑрать; манпа саншӑн мӗн вӑл? вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ. 16Авраам Ефрон сӑмахӗпе килӗшнӗ; унт ан Авраам Ефрона, лешӗ Хет ывӑлӗсем илтмеллех мӗн чухлӗ ыйт- нӑ, ҫавӑн чухлӗ — суту-илӳ тӑвакансем хушшинче ҫӳрекен кӗмӗл виҫипе тӑватҫӗр сикль — виҫсе панӑ.

17Ҫапла Ефрон хирӗ — Махпела патӗн- чи, Мамре тӗлӗнчи хир — хирти сӑрт хӑ- вӑлӗ, хирти тат а ун таврашӗнчи пӗтӗм йывӑҫ та 18хула хапхинчен кӗрекен мӗн- пур Хет ывӑлӗсен куҫ ӗ умӗнче Авраам ҫӗрӗ пулса тӑнӑ. 19 Ҫакӑн хыҫҫӑн Авраам Саррӑна, хӑйӗн арӑмне, Махпелӑри Мам- ре тӗлӗнчи хире, ҫавӑнти сӑрт хӑвӑлне, пытарнӑ, халӗ вӑл Ханаан ҫӗрӗнчи Хеврон пулать. 20 Ҫав хирпе ҫав сӑрт хӑвӑлӗ, ҫын пытармашкӑн Хет ывӑлӗсенчен Авраам аллине куҫса, ҫапла унӑн харпӑрлӑхӗ пул- са тӑнӑ.

Претензии к содержанию