Страница 8 из 24
12Леш ҫынсем Лота каланӑ: санӑн кун- та тата кам пур? кӗрӗвӳ-и, ывӑлусем-и, хӗрӳсем-и, — санӑн хулара кирек кам пул- сассӑн та, вӗсене пурне те ҫак вырӑнтан илсе тух, 13 эпир ҫак вырӑна пӗтеретпӗр, мӗншӗн тес ессӗн кунт а пурӑнакансем ҫынсене епле йӗртни-асаплантарни Ҫӳл- хуҫа патне ҫитрӗ, Ҫӳлхуҫа пире ӑна пӗ- терме ячӗ, тенӗ. 14 Лот тухнӑ та, хӑйӗн хӗрӗсене ҫураҫнӑ кӗрӳшӗсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: тӑрӑр та ҫак вырӑнтан тухса кайӑр, Ҫӳлхуҫа ку хулана пӗтерет, тенӗ. Анчах та кӗрӳшӗсене вӑл шӳт туса каланӑ пек туйӑннӑ.
15 Шурӑмпуҫ ҫуталса килсессӗн, Ангел- сем Лота васката пуҫланӑ: тӑр, арӑмупа ху пат ӑнти икӗ хӗрне ил те тух, хула- нӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн санӑн пӗтмелле ан пултӑр, тенӗ. 16 Вӑл васкаманран леш ҫынсем [Ангелсем], ӑна Ҫӳлхуҫа хӗрхен- нипе, ӑна хӑйне те, арӑмӗпе унӑн икӗ хӗрне те аллинчен тыт са илсе тухнӑ, ӑна хула тулашне кӑларса тӑратнӑ. 17 Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри кала- нӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ. 18 Анчах Лот вӗсене ка- ланӑ: ҫук, Патшамӑм! 19 акӑ Санӑн чуру Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӗ, Эсӗ мана питех те хӗрхеннипе манӑн пурӑнӑҫӑма ҫӑлса хӑв артӑн; анчах та эпӗ ту ҫине тарса ӗлкӗреймӗп: мана инкек хӑваласа ҫитӗ, эпӗ ҫӑлӑнаймӑп; 20 акӑ ҫак хулана тарма ҫывӑхарах, вӑл пысӑках та мар; эпӗ ҫавӑнта тарам; манӑн чунӑм [Сан урлӑ] сыхӑ юлӗ, тенӗ. 21Вара ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ саншӑн ҫакна та тӑвӑп: эсӗ калакан хулана пӗтерсе пӑрахмӑп; 22 васка, ҫавӑн- та тарса хӑтӑл, эсӗ унта пырса ҫитмесӗр Эпӗ ӗҫе тытӑнаймастӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗн- тӗ ҫак хулана Сигор тесе ят панӑ. 23Хӗвел тухнӑ, Лот Сигора пырса ҫитнӗ.
24 Содомпа Гоморра ҫине Ҫӳлхуҫа тӳпе- рен ҫумӑр пек ҫӑвакан кӳкӗртпе Ҫӳлху- ҫаран тухнӑ вут-ҫулӑм тӑкнӑ, 25 ҫак ху- ласене, ҫакӑнти пӗтӗм тавралӑха, ҫав хуласенче пурӑнакан мӗнпур халӑха, ҫӗр ҫинче мӗн ӳснине [пӗтӗмпех] тӗп тунӑ. 26Лот арӑмӗ, ун хытӗнче пыраканскер, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та тӑвар юпа пул- са тӑнӑ. 27Авраам ирхине ирех тӑнӑ та хӑй Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ, 28 вӑл Содомпа Гоморра енне, унти пӗтӗм тавралӑх ҫине пӑхса илнӗ те курнӑ — акӑ ҫӗр ҫийӗнчен кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм хӑпарать.
29 Ҫав таврари [пӗтӗм] хулана пӗтернӗ чухне Турӑ Авраама асне илнӗ, вара Лот пурӑнакан хуласене пӗтернӗ чухне ӑна пӗтес ҫӗртен кӑларса янӑ.
30 Лот, Сигорта пурӑнма хӑраса, Сигор- тан кайнӑ та ту хӑвӑлӗнче пурӑна пуҫла-
{[5] Тӳ ре 19:22. Рим 1:27. [7] Иез 16:48. [9] 2 Пет 2:7–8. [11] Ӑсл 19:16. [14] 2 Ҫулс 30:10. Мф 24:38.
Лк 17:27–28. [17] Ӑсл 10:6. [22] Тух 32:10. Ӑсл 10:6. Пулт 13:10. [24] Аст 29:23. Ис 13:19. Иер 50:40.
Иез 16:49. Ам 4:11. Лк 17:29. Иуд 1:7. 2 Пет 2:6. [26] Ӑсл 10:7. Лк 17:32. [27] Пулт 18:22.}
нӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пулнӑ. Вӑл ту хӑвӑлӗнче пурӑннӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пурӑннӑ. 31Асли кӗҫӗннине каланӑ: пирӗн атте ватӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи йӑла тӑрӑх, пирӗн пата ар с ын кӗмелле, анчах ҫӗр ҫинче ун пек ҫын ҫук; 32 апла аттене эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер те унпа выртса ҫывӑрар, вара хамӑр атсемӗртен йӑх хӑсарӑпӑр, тенӗ. 33 Ҫав каҫхине вӗсем ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; асли [ҫав каҫхине] кӗнӗ те хӑйӗн ашшӗпе ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен. 34 Тепӗр кунне асли кӗсӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ. 35 Вӗсем ҫав каҫхине те хӑйсен ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; кӗ- ҫӗнни кӗнӗ те унпа ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен. 36Лотӑн икӗ хӗрӗ те хӑйсен ашшӗнчен йывӑр ҫын пулнӑ; 37 аслӑ хӗрӗ ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хам атсемрен пулнӑ тесе] Моав ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех моавсен ашшӗ шутланать. 38 Кӗҫӗн хӗрӗ те ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хамӑн йӑх ывӑлӗ тесе] Бен-Амми ятлӑ хунӑ. Вӑл ха- личченех аммонсен ашшӗ шутланать.
20
1 Авраам ҫав тӗлтен кӑнтӑралла куҫса кайнӑ та Кадеспа Сур ху- шшине вырӑнаҫнӑ; пӗр вӑхӑт Герар ху- линче пурӑннӑ. 2 Авраам Сарра ҫинчен, хӑйӗн арӑмӗ ҫинчен: вӑл манӑн йӑмӑк, тенӗ. [Ҫав хула ҫыннисем хӑйне ун пир- ки вӗлересрен вӑл: «ку — манӑн арӑм» тесе калама хӑранӑ.] Авимелех, Герар патши, хӑйӗн ҫыннисене янӑ та Саррӑна хӑй патне илсе пырс арнӑ. 3 Авимелехе ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна кала- нӑ: акӑ эсӗ хӑв валли илнӗ хӗрарӑмшӑн вилетӗн, мӗншӗн тес ессӗн унӑн упӑш- ки пур, тенӗ. 4 Авимелех ӑна тӗкӗнмен пулнӑ, вӑл каланӑ: эй Пат шамӑм! Эсӗ [ҫакна пӗлмен халӑха,] айӑпсӑр халӑха пӗтерӗн-и вара? 5 «Ку манӑн йӑмӑкӑм пу- лать» тес е, вӑл мана хӑех каламарӗ-и?
Арӑмӗ хӑй те: «ку манӑн пиччем пулать» терӗ. Эпӗ ҫакна тас а чӗремпе, айӑпс ӑр аллӑмпа турӑм, тенӗ. 6 Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытс а чарт ӑм, ҫав ӑн- па сана ӑна тӗкӗнме памарӑм; 7 халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗт ӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ. 8 Авимелех ирхине ирех тӑнӑ та, хӑйӗн пур чурине те чӗнсе илсе, ҫак сӑмахсене пурне те илтӗнмелле каласа панӑ; ҫав ҫынсем [пурте] питех те хӑраса ӳкнӗ. 9 Авимелех Авраама чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: эсӗ пире мӗн турӑн? эсӗ мана тата манӑн патшалӑха пысӑк ҫылӑха кӗртеттӗн, ҫапла тума сан умӑнта мӗн- ле ҫылӑх тунӑ эпӗ? Эсӗ ман тӗлӗшӗмрен тума юраман ӗҫ турӑн, тенӗ. 10 Авимелех Авраама тата каланӑ: ҫак ӗҫе эсӗ мӗн шу- хӑшпа турӑн? тенӗ. пАвраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм; 12 вӑл чӑнахах та ма- нӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман атсемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ; 13 Турӑ мана атсем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫап- ла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, те рӗм.
14 Авимелех ва- ра [пин сикль кӗмӗл тата] вак выльӑхпа шултӑра выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем илнӗ те Авраама панӑ; Саррӑна та, арӑмне, ӑна каялла тав ӑрса панӑ. 15Авимелех [Авраама] каланӑ: акӑ манӑн ҫӗрӗм сан умӑнта; ӑҫта кӑмӑл тӑватӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ. 16 Саррӑна та кала- нӑ: акӑ эпӗ санӑн пиччӳне пин сикль кӗмӗл патӑм; вӑл санӑн хӳттӳ пулӗ, сана хӑвӑнпа пӗр ле пурӑнакан пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче тӳрре кӑларӗ, тенӗ. 17Авраам Тур- ра кӗлтунӑ та, Турӑ Авимелехе те, унӑн
{[32] Лев 18:7. [37] Аст 2:9.
20-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 12:9; 13:18. Евр 11:9. [2] Пулт 12:13; 26:1, 9. [3] Пс 104:14. [4] Пулт 18:25.
[5] Пс 25:6. [7] Пс 104:15. Пулт 23:6. Иов 42:8. [9] Пулт 26:10. [12] Пулт 12:13.}
арӑмне те, унӑн хӑр хӑмӗсене те сыватнӑ, вара вӗсем ача ҫурата пуҫланӑ, 18 мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Авимелех килӗнчи пур арӑм варне те Саррӑшӑн, Авраам арӑмӗ- шӗн, хупса лартнӑ пулнӑ.
21
1 Хӑй каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Сарра ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа Са- ррӑшӑн Хӑй мӗн каланине тунӑ. 2 Сарра йывӑр ҫын пулнӑ та Авраама унӑн ватӑл- малӑх кунӗнче, Турӑ ӑна каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ача ҫуратса панӑ; 3 Авраам хӑйӗн ҫуралнӑ ывӑлне, Сарра ҫуратса па- нӑ ывӑлне, Исаак ятлӑ хунӑ. 4 Хӑйне Ту- рӑ каласа хунӑ пек, Авраам саккӑрмӗш кунне Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, ӳтне кас- нӑ. 5 Хӑйӗн ывӑлӗ Исаак ҫуралнӑ чухне Авраам ҫӗр ҫулта пулнӑ. 6 Сарра каланӑ: Турӑ ман тӗлӗшрен кулмалла турӗ; ман ҫинчен илтсессӗн кирек кам та кулса ярӗ, тенӗ. 7 Тата каланӑ: Сарра ача ӗмӗртӗ тесе Авраама кам калайӗччӗ? эпӗ ӑна ватлӑ- хӗнче ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ.
8Ача пысӑкланнӑ, ӑна кӑкӑр пӑрахтар- нӑ; [хӑйӗн ывӑлне] Исаака кӑкӑр пӑрах- тарнӑ кун Авраам пыс ӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ту- нӑ. 9 Сарра [хӑй ывӑлӗнчен, Исаакран] Агарь — Египет хӗрӗ — Авраама ҫуратса панӑ ача кулнине курнӑ та 10Авраама каланӑ: ҫак хӑрхӑмпа унӑн ывӑлне хӑва- ласа яр, ҫак хӑрхӑм ывӑлӗ манӑн Исаак ывӑлӑмпа пӗрле еткер илес ҫук, тенӗ. пАвраама ҫакӑ хӑйӗн ывӑлӗшӗн [Изма- илшӑн] питех те аван мар пек туйӑннӑ. 12 Анчах Турӑ Авраама каланӑ: ачупа хӑр- хӑмушӑн ан пӑшӑрхан; Сарра хӑвна мӗн каласассӑн та, унӑн сӑмахне пурне те итле, мӗншӗн тесессӗн санӑн вӑрлӑху Иса- ак урлӑ ӗрчӗ; 13 Эпӗ хӑрхӑм ывӑлӗнчен те [аслӑ] халӑх кӑларӑп: вӑл та санӑн ывӑ- лу, тенӗ. 14 Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ҫӑкӑрпа пӗр сӑран хутаҫ шыв илсе Агаре панӑ, ӑна унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, вара ӑна ачипе пӗрле кӑларса янӑ. Вӑл ӗнтӗ тухса кайнӑ та Вирсавия пушхирӗн- че аташса ҫӳренӗ.