Страница 13 из 24
12 Вӑл тӗлӗк курнӑ: акӑ ҫӗр ҫинче пусма тӑрать, унӑн ҫӳл вӗҫӗ тӳпенех перӗнет; акӑ Турӑ Ангелӗ- сем ун тӑрӑх пӗр улӑхаҫҫӗ, пӗр анаҫҫӗ. 13 Акӑ ун ҫинче Ҫӳлхуҫа тӑрать, Вӑл ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн аҫун Авра- амӑн Турри, Исаак Турри; [ан хӑра]. Эсӗ выртакан ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна па- рӑп; 14 санӑн йӑху ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек йышлӑ пулӗ; эсӗ анӑҫпа тухӑҫ еннелле, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр еннелле сарӑлӑн; сан урлӑ, санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур ӑру та пиллӗхлӗ пулӗ; 15 акӑ Эпӗ санпала пӗрле: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, сана пур ҫӗрте те сыхласа хӑварӑп; сана ҫак ҫӗр ҫине каялла ҫавӑрса килӗп, сана Хам мӗн каланине туса ҫитермесӗр Эпӗ сана пӑрахмӑп, тет. 16 Иаков ыйхинчен вӑран- са кайнӑ та: чӑнах, ку вырӑнта Ҫӳлхуҫа пурӑнать; эпӗ ӑна пӗлмен! тенӗ. 17Вӑл хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ку вырӑн епле хӑрушӑ! ку ахаль вырӑн мар, ку Турӑ ҫурчӗ, ку тӳпе хапхи, тенӗ. 18 Иаков ирхи- не ирех тӑнӑ та, пуҫ айне хурса выртнӑ чулне илсе, ӑна палӑк туса лартнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ. 19 Вара [Иаков] ҫав вы- рӑна Вефиль[7] те с е ят панӑ, ҫав хулан ӗлӗкхи ячӗ Луз пулнӑ.
20 Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн, 21 эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пул с ассӑн, 22 ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пай- не эпӗ Сана парӑп, тенӗ.
{[46] Пулт 26:34-35.
28- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 24:3. [2] Пулт 22:23. [5] Ос 12:12. [6] Пулт 26:34. [9] Пулт 25:13.
[10] Пулт 26:23; 27:43. [11] Пулт 35:1; 48:3. [12] Ин 1:51. [13] Пулт 35:1, 7; 48:3. Сир 44:25. [14] Аст 12:20; 19:8. Пулт 26:4. [15] Ис 43:2. [17] Тух 3:5. Нав 5:15. [18] Пулт 31:13. [19] Пулт 35:6. [20] 1 Тим 6:8.
[22] Пулт 35:7.}
29
1 Иаков тӑнӑ та тухӑҫ ывӑлӗсен ҫӗр- не [Лаван патне — арамей ҫын- нин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑ- шӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне] тухса кай- нӑ. 2 Вӑл курах кайнӑ: акӑ хир варрин- че пус ӑ, унт а ун тавра виҫ ӗ кӗ тӳ вак выльӑх выртать, мӗншӗн тесессӗн кӗтӳ- сене ҫав пусӑран шӑварнӑ. Пусӑ ҫӑварне пысӑк чулпа хупланӑ пулнӑ. 3 Пусӑ ҫӑвар- не хупласа тӑракан чула мӗнпур кӗтӳ пухӑнсассӑн ҫеҫ йӑвантарса яма юранӑ, сурӑхсене ҫавӑн чухне ҫеҫ шӑварнӑ; ун- тан пусӑ ҫӑварне каллех чулпа хупласа хунӑ.
4 Иаков вӗсене [кӗтӳҫӗсене]: тӑсанӑм- сем! эсир ӑҫсисем? тенӗ. Вӗсем: эпир Харранран, тенӗ. 5 Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Лавана, Нахор ывӑлне, пӗлетӗр-и? тенӗ. Вӗсем: пӗлетпӗр, тенӗ. 6 Вӑл вӗсене татах каланӑ: вӑл сывӑ пурӑнать-и? тенӗ. Вӗсем: сывӑ пурӑнать; авӑ Рахиль, унӑн хӗрӗ, сурӑхсемпе килет, тенӗ. 7 [Иаков] каланӑ: акӑ каҫ пуласси часах мар-ха; вы- льӑхсене пухма вӑхӑт ҫитмен-ха; сурӑхӑр- сене шӑварӑр та кайӑр, кӗтсе ҫӳрӗр, тенӗ. 8 Вӗсем каланӑ: мӗнпур кӗтӳ пуҫтарӑнса ҫитмесӗр, пусӑ ҫӑварӗнчи чула йӑвантар- са ямасӑр каяймастпӑр; сурӑхсене эпир ҫавӑн чухне шӑваратпӑр, тенӗ.
9 Иаков вӗс емпе калаҫса тӑнӑ хушӑра ашшӗн вак выльӑхӗпе Рахиль [Лаван хӗ- рӗ] пырс а ҫитнӗ; вӑл [ашшӗн вак вы- льӑхне] кӗтсе ҫӳренӗ. 10 Рахиле — Лаван хӗрне, амӑш пиччӗшӗн хӗрне — тата Ла- ванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене кур- сассӑн, Иаков пус ӑ патне пынӑ та, ун ҫӑварне хупланӑ чула йӑвантарса ярса, Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене ӗҫ- терсе тухнӑ. пУнтан Иаков Рахиле чупту- нӑ та сасӑпах йӗрсе янӑ. 12 Иаков Рахиле хӑй унӑн ашшӗн тӑванӗ иккенне, Ревекка ывӑлӗ иккенне каласа панӑ. Рахиль кил- не чупса кайнӑ та [ҫакна пӗтӗмпех] аш- шӗне каласа кӑтартнӑ.
29-мӗш сыпӑк. [13] Пулт 33:4; 45:14. [14] Тӳре 9:2. 2 Пат 5:1; 19:12. [20] Ос 12:12.
13 Лаван, Иаков ҫинчен — хӑй йӑмӑкӗн ывӑлӗ ҫинчен — илтсессӗн, ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ, ӑна ыталаса илнӗ, чуптунӑ, унтан ӑна хӑй килне илсе кӗнӗ; вӑл Лава- на ҫакна пӗтӗмпех каласа панӑ. 14 Лаван ӑна: чӑнах, эсӗ манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм, тенӗ. Вара Иаков ун патӗнче уйӑ- хӗпех пурӑннӑ.
15Лаван Иакоса каланӑ: манӑн тӑса- нӑм тесе эсӗ маншӑн ахалех ӗҫлесе тӑ- рӑн-и? кала мана, сана мӗн тӳлес? тенӗ. 16Лаванӑн икӗ хӗр пулнӑ: асли Лия ятлӑ, кӗҫӗнни Рахиль ятлӑ пулнӑ. 17Лийӑн куҫӗ витӗрех мар пулнӑ, Рахилӗн вара пӗвӗ- сийӗ те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗ те илемлӗ пулнӑ. 18 Иаков Рахиле юратнӑ, вӑл: Ра- хильшӗн, кӗҫӗн хӗрӳшӗн, эпӗ сана ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑп, тенӗ. 19Лаван [ӑна] каланӑ: кама та пулин урӑххине парич- чен манӑн ӑна сана парсассӑн аван тарах пулӗ; ман патӑмра пурӑн, тенӗ. 20 Иаков вара Рахильшӗн ҫичӗ ҫул ӗҫлесе пурӑн- нӑ; ӑна юратнипе уншӑн ҫичӗ ҫул темиҫе кун пек анчах туйӑннӑ.
21 Вара Иаков Лавана каланӑ: манӑн арӑ- мӑма пар, манӑн ун патне кӗме вӑхӑт ҫитрӗ ӗнсӗ, тенӗ. 22Лаван ҫав таврари ҫынсене пурне те чӗн се пухнӑ та ӗҫкӗ- ҫикӗ тунӑ. 23 Каҫхине [Лаван] ун патне хӑйӗн хӗрне Лийӑна илсе кӗнӗ; [Иаков] ун патне кӗнӗ. 24 Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмаш- кӑн хӑйӗн Зелфа ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна панӑ. 25 Ирхине ку Лия иккенни курӑннӑ. [Иаков] Лавана каланӑ: эсӗ кап ла мана мӗн турӑн? эпӗ сан патӑнта Рахильшӗн ӗҫлемерӗм-и ва- ра? мӗншӗн эсӗ мана улталарӑн? тенӗ. 26 Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫ- ҫӗ: кӗсӗннине аслинчен малсан качча памаҫҫӗ; 27 ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ. 28 Иаков вара ҫапла тунӑ. Аслийӗн эрнине вӗҫлесессӗн, Лаван ӑна Рахиле, кӗҫӗн хӗрне, качча панӑ. 29 Тарҫӑ ӗҫне ту- са тӑмашкӑн хӑйӗн Валла ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле панӑ. 30 [Иаков] Рахиль патне те кӗнӗ, Рахиле вӑл Лийӑ-
{29-мӗш сы пӑк. [13] Пулт 33:4; 45:14. [14] Тӳ ре 9:2. 2 Пат 5:1; 19:12. [20] Ос 12:12.}
ран ытларах юратнӑ; ҫапла Лаван патӗн- че тата ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ.
31Лийӑна юратманнине Ҫӳлхуҫа [Турӑ] курнӑ, ҫавӑнпа унӑн варне ӗрчевлӗ ту- нӑ, Рахиль вара тип варлӑ пулнӑ. 32Лия, йывӑр ҫын пулса, [Иакова] ывӑл ача ҫу- ратса панӑ, ӑна Рувим ятлӑ хунӑ, мӗн шӗн тесессӗн Лия каланӑ: манӑн хурлӑхӑм ҫине Ҫӳлхуҫамӑр хӗрхенсе пӑхрӗ те [мана ывӑл ача пачӗ], халӗ ӗнтӗ мана упӑшкам юратӗ, тенӗ. 33 [Лия] каллех йывӑр ҫын пулса [Иакова иккӗмӗш] ывӑл ҫуратса панӑ та каланӑ: ма на юратманнине Ҫӳл- хуҫамӑр илтрӗ, ҫавӑнпа мана кӑна та пачӗ, тенӗ. Ӑна вӑл Симеон ятлӑ хунӑ. 34 Татах йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ упӑшкам ман ҫума ҫыпҫӑнӗ, эпӗ ӑна виҫӗ ывӑл ҫуратса па- тӑм, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Левий ятлӑ хунӑ. 35 Татах та йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ эпӗ Ҫӳлхуҫа- мӑра мухтӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Иуда ятлӑ хунӑ. Вара ҫуратма пӑрахнӑ.
30
1 Рахиль хӑй Иакос а ача ҫурат- са парайманнине кура аппӑшне ӑмсана пуҫланӑ, вара Иакова: мана ача пар, унсӑрӑн эпӗ вилетӗп, тенӗ. 2 Иаков Рахиле ҫилленнӗ те [ӑна]: эпӗ сан варна ача ҫуратмалла мар тунӑ Турӑ-им? тенӗ. 3 Рахиль каланӑ: акӑ манӑн Валла тарҫӑм; эсӗ ун патне кӗр; вӑл манӑн аркӑм ҫине ҫуратса пат ӑр, ун урлӑ эпӗ те ачаллӑ пулам, тенӗ. 4 Вара Рахиль Валлӑна, хӑ- йӗн тарҫине, ӑна арӑмлӑха панӑ; Иаков ун патне кӗнӗ. 5 Валла [Рахиль тарси], йывӑр ҫын пулса, Иакова ывӑл ҫуратса панӑ. 6 Рахиль каланӑ: Турӑ мана тӳрре кӑларчӗ, манӑн сассӑма илтрӗ, мана ывӑл пачӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Дан ятлӑ хунӑ. 7Валла, Рахиль тарҫи, татах йывӑр ҫын пулса, Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ. 8 Рахиль каланӑ: эпӗ аппампа вӑйлӑ тав- лашу кӑларса тавлашрӑм, ӑна ҫӗнтертӗм, тенӗ. Ӑна вара Неффалим ятлӑ хунӑ.
9 Лия хӑй ҫуратма пӑрахнине курнӑ та хӑйӗн тарҫине Зелфӑна илсе Иакова арӑмлӑха панӑ, [Иаков ун патне кӗнӗ].
10 Зелфа, Лия тарҫи, [йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова ывӑл ҫуратса панӑ. 11 Лия: хутшӑн- чӗ, тенӗ. Вӑл ӑна Гад ятлӑ хунӑ. 12 Зелфа, Лия тарҫи, [татах йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ. 13 Лия каланӑ: ку ма нӑн телее пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн хӗрарӑмсем мана телейлӗ тейӗҫ. Ӑна вара Асир ятлӑ хунӑ.
14 Тулӑ вырнӑ вӑхӑтра Рувим хире тух- нӑ та унта мандрагор улми тупнӑ, ӑна Лийӑна, хӑйӗн амӑшне, илсе килсе панӑ. Рахиль [хӑйӗн аппӑшне] Лийӑна: ывӑлун мандрагорне мана пар-ха, тенӗ. 15 Анчах [Лия] ӑна каланӑ: манӑн упӑшкама хӑвӑн аллуна илни сахал-им сана? манӑн ывӑ- лӑн мандрагорне те илесшӗн хапс ӑна- тӑн, тенӗ. Рахиль каланӑ: ывӑлун ман- драгорӗшӗн кӗҫӗр вӑл санпала вырттӑр эппин, тенӗ. 16 Иаков каҫпа хиртен тав- рӑннӑ, Лия ӑна хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: [паян] ман патӑма кӗр, эпӗ ывӑлӑм ман- драгорне парса сана сутӑн илтӗм, тенӗ. Ҫав каҫхине вара Иаков унпа выртнӑ. 17 Турӑ Лийӑна илтнӗ: вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова пиллӗкӗмӗш ывӑл ҫу- ратса панӑ. 18 Лия каланӑ: хамӑн тарҫӑма упӑшкама панӑшӑн Турӑ мана тавӑрса пачӗ, тенӗ. Ӑна вара Иссахар ятлӑ хунӑ [ку «тавӑрса пани» тени пулать]. 19 Лия татах йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова улттӑ- мӗш ывӑл ҫуратса панӑ. 20 Лия каланӑ: Турӑ мана лайӑх парне пачӗ; халӗ ӗнтӗ упӑшкам манпа пурӑнӗ, эпӗ ӑна улс ӑ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ. Ӑна вара За- вулон ятлӑ хунӑ. 21Унтан вӑл хӗр ҫурат- нӑ, ӑна Дина ятлӑ хунӑ. 22 Турӑ Рахиле асне илнӗ, Турӑ ӑна илтнӗ, унӑн варне уҫнӑ. 23 Вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та [Иакова] ывӑл ҫуратса панӑ, [Рахиль] каланӑ: Ту- рӑ манӑн ҫийӗмри мӑшкӑла сирчӗ, тенӗ. 24 Ҫӳлхуҫамӑр мана тепӗр ывӑл та парӗ тесе, вӑл ӑна Иосиф ятлӑ хунӑ.