Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)

Страница 14 из 24

25 Рахиль Иосифа ҫуратнӑ хыҫҫӑн Иаков Лавана каланӑ: яр ӗн тӗ мана, эпӗ хамӑн вырӑнӑма, хамӑн ҫӗрӗме каям; 26 [мана] хамӑн арӑмӑмсене, хамӑн ачамсене пар, эпӗ сана вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑм, эпӗ ка-

{[32] Пулт 35:23. [35] Мф 1:2.

30-мӗш сы пӑк. [22] Пулт 25:21.}

ям ӗнтӗ; эпӗ саншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ӗҫе эсӗ хӑв та пӗлетӗн, тенӗ. 27 Лаван ӑна каланӑ: эх, сан умӑнта эпӗ санӑн кӑмӑлна тупас пулсанччӗ! Ҫӳлхуҫа мана саншӑн пил- ленине асӑрхатӑп, тенӗ. 28 Тата каланӑ: хӑвна памаллине хӑв палӑртса хур, эпӗ [сана] парӑп, тенӗ. 29 [Иаков] ӑна каланӑ: эпӗ саншӑн епле ӗҫлесе тӑнине, санӑн вы- льӑху эпӗ пурӑннӑ чухне мӗн тӗрлӗ ӗрче- се кайнине эсӗ пӗлетӗн; 30 эпӗ киличчен санӑн сахалччӗ, халӗ нумайланса кайрӗ; Ҫӳлхуҫа сана эпӗ килсессӗн пиллерӗ; ха- мӑн килӗмшӗн эпӗ хӑҫан ӗҫлӗп-ши? тенӗ. 31 [Лаван ӑна] каланӑ: мӗн парас сана? тенӗ. Иаков [ӑна] каланӑ: мана нимӗн те ан пар. Эсӗ маншӑн эпӗ мӗн каланине тӑвас пулсассӑн, эпӗ каллех санӑн сурӑ- хусене кӗтс е, аст уса ҫӳрӗп. 32 Эпӗ паян санӑн мӗнпур сурӑх кӗтӗвне пӑхса тухӑп; эсӗ сурӑхсенчен улисемпе чӑпаррисене тата хурисене уйӑрса ил, качакасенчен те чӑпаррисемпе ули сене уйӑрса ил. Ҫа- вӑн пек выльӑх мана парас парне пулӗ, [вӑл манӑн пулӗ]. 33Ӳлӗмрен эсӗ мана панӑ парнене пӑхма пырс ассӑн, манӑн тӳрӗлӗхӗм сан умӑнса курӑнсах тӑрӗ. Ман патӑмра ула мар, чӑпар мар качака, хура мар сурӑх пул с ассӑн, вӗ сем ӗнсӗ вӑрласа килнисем пулӗҫ. 34 Лаван [ӑна]: юрӗ эппин, эсӗ каланӑ пек пултӑр, тенӗ.

35 Ҫав кун Лаван ула, чӑпар качака таки- семпе ула, чӑпар качакисене — кӑшт та пулин шурӑ ҫӑм пуррисене пурне те — та- та мӗнпур хура сурӑхне уйӑрнӑ та хӑйӗн ывӑлӗсен аллине панӑ; 36 Иаковпа хӑйӗн хушшине виҫӗ кун каймалӑх хушӑ хӑвар- нӑ. Иаков Лаванӑн ытт и вак выльӑхне кӗтсе ҫӳренӗ.

37Иаков тирек, миндаль тата шурӑ вӗ- рене турачӗсем, чӗрӗ туратсем, илнӗ те [Иаков] вӗсен хуппине йӑрӑм-йӑрӑм сӳсе шурӑ йӗрсем касса тухнӑ; 38 касса шурат- нӑ хуллисене вӑл выльӑхсен умне, шыв шӑваракан валашкана, хунӑ; унта выльӑх- сем шыв ӗҫме пынӑ, шыв ӗҫме пырсассӑн, хулӑсем умӗнче йӑхнӑ. 39 Выльӑхсем хулӑ- сем умӗнче йӑхнӑ та, чӑпар выльӑхсем, улисем, хушкисем ҫуралнӑ. 40 Иаков ҫав путексене уйӑра-уйӑра илнӗ, хӑйӗн вы- льӑхне Лаванӑн чӑпар тата хура выльӑх- не курмалла тӑратнӑ; хӑйӗн кӗтӗвӗсене уйрӑм тытнӑ, вӗс ене Лав ан выльӑхӗпе пӗрле хутшӑнтарман. 41 Тӗреклӗ выльӑх йӑхма пуҫласассӑн, хулӑ умӗнче йӑхчӑр тесе, Иаков выльӑхсем умӗнчи валашкана ялан хулӑ пӑрахнӑ. 42 Имшер выльӑх йӑх- нӑ чухне вӑл хулӑ хуман. Ҫапла имшер выльӑх — Лавана, тӗрекли Иакова пулнӑ. 43 Ҫак ҫын ытла та, ытла та пуйса кайнӑ, унӑн вак выльӑх та, [шултӑра выльӑх та,] хӗрарӑм чура та, ар чура та, тӗве те, ашак та темӗн чухлӗ пулнӑ.

31

1 Лаван ывӑлӗсем: пирӗн аттенӗн мӗн пуррине пурне те Иаков ярса илчӗ, ҫак пурлӑхне пӗтӗмпех пирӗн атте мулӗнчен пуҫтарса турӗ, тенӗ. [Иаков] ҫак сӑмахсене илтнӗ. 2 Иаков Лаванӑн сӑн- не курнӑ та — акӑ вӑл уншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар. 3 Ҫӳлхуҫа Иакова ка- ланӑ: аҫусен ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршыва, таврӑн; Эпӗ санпала пӗрле пулӑп, тенӗ. 4 Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5 вӗсене каланӑ: эпӗ си рӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, ви- ҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6 эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7 сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ. 8 Вӑл мана чӑпар выльӑх сана парне пулӗ тесессӗн, пур выльӑх та чӑпар пӑранлама пуҫла- рӗ. Вӑл мана улисем сана парне пулӗҫ тесессӗн, пур выльӑх та ула пӑранлама пуҫларӗ. 9 Турӑ сирӗн аҫӑртан [мӗнпур] выльӑх-чӗрлӗхне туртса илсе [ӑна] мана пачӗ. 10 Пӗрре, выльӑхсем йӑхнӑ вӑхӑтра, эпӗ тӗлӗкре акӑ мӗн куртӑм: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сике- кен качака такисем [тата сурӑх такисем] ула, чӑпар, хушка. 11 Турӑ Ангелӗ мана тӗлӗкре: Иаков! терӗ. Эпӗ: кунтах эпӗ, те-

{[43] Пулт 24:35.}

рӗм. 12 Вӑл каларӗ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] пурте ула, чӑпар, хушка, мӗн- шӗн тесессӗн Лаван сана мӗн тунине эпӗ пурне те куратӑп; 13 Эпӗ [сана] Вефильре [курӑннӑ] Турӑ, эсӗ унта палӑк ҫине ҫу юхтартӑн, эсӗ унта Мана сӑмах патӑн; халӗ ӗнтӗ тӑр та ҫак ҫӗртен тух, хӑвӑн ҫуралнӑ ҫӗршывна таврӑн, [Эпӗ санпала пӗрле пулӑп,] терӗ, тенӗ. 14 Рахильпе Лия ӑна хуравласа каланӑ: аттемӗр килӗнче пире пай, еткер пур-и тата? 15 пире вӑл ют вырӑнне хумасть-и-ха? вӑл пире сут- рӗ, пирӗн кӗмӗле те ҫисе ячӗ; 16 ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пирӗн атсерен турт са илнӗ пӗтӗм пурлӑх [тата мул] — пирӗн, пирӗн ачасенӗн; ҫапла ӗнтӗ Турӑ хӑвна мӗн ка- ланине пурне те ту, тенӗ.

17 Иаков вара хӑйӗн ачисене, арӑмӗсене тӗвесем ҫине лартнӑ, 18 хӑйӗн ашшӗ Исаак патне Ханаан ҫӗрне тухс а кайнӑ чухне вӑл хӑйӗн мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хӑй пуҫтарнӑ мӗнпур пурлӑхне, Месопотами- ре ӗҫлесе илнӗ выльӑх-чӗрлӗхне, [хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах] хӑйпе пӗрле ил- се тухнӑ. 19 Лаван хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касма кайс ассӑн, Рахиль хӑйӗн ашшӗн йӗрӗхӗсене вӑрласа тухнӑ. 20Хӑй тухса кайнине пӗлтермесӗр Иаков арамей ҫын- нин Лаванӑн чӗрине хавшатса хӑварнӑ. 21 Вӑл хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе илсе тухса кайнӑ; вӑл, шыв ур лӑ каҫса, Галаад тӑвӗ патнелле кайнӑ.

22 Виҫҫӗмӗш кунне [арамей ҫыннине] Лавана Иаков тухса кайни ҫинчен кала- са панӑ.

23 Вара Лаван хӑйпе пӗрле [ывӑлӗсене тата] хурӑнташӗсене илнӗ те ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун хӑваланӑ, ӑна Галаад тӑвӗ ҫин- че хӑваласа ҫитнӗ. 24Арамей ҫыннине Лавана ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, тенӗ.

31- мӗш сыпӑк. [13] Пулт 28:18. [19] 1 Пат 19:13. [29] Пулт 48:16.

25 Лаван Иакова хӑваласа ҫитнӗ; Иаков хӑйӗн чатӑрне ту ҫине карса лартнӑ пул- нӑ, Лаван та хӑйӗн йӑхташӗсемпе Галаад тӑвӗ ҫине карса лартнӑ. 26 Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑр алпа тыткӑна илнӗ ҫынс ене илс е кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27 мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана калама- рӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑ- ттӑм; 28 эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн. 29 Аллӑмра сире усал тумалӑх вӑйӑм-халӑм пур, анчах сирӗн аҫӑр Тур- ри ӗнер манпала калаҫнӑ чухне каларӗ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, терӗ. 30 Эсӗ кайнах пултӑрччӗ, мӗншӗн те- сессӗн аҫу килне санӑн чӑтма ҫук каяссу килетчӗ, — мӗншӗн-ха эсӗ манӑн турӑсе- не вӑрларӑн? тенӗ. 31 Иаков Лавана хурав- ласа каланӑ: эпӗ хӑрарӑм, вӑл манран хӑйӗн хӗрӗсене [тата манӑн мӗн пуррине] туртса ан илтӗрччӗ терӗм, тенӗ. 32 [Иаков тата каланӑ:] туррусене камра тупӑн, вӑл чӗрӗ юлаймӗ; хамӑр хурӑнташсем умӗнче пӑхса тух, ман патӑмра [санӑнни] мӗн те пулин тупӑнсассӑн, илсе каях ӑна, тенӗ. [Анчах вӑл унран нимӗн те пӗлеймен.] Вӗсене [хӑйӗн арӑмӗ] Рахиль вӑрланине Иаков пӗлмен.

33 Лаван Иаков чатӑрне те, Лия чатӑр- не те, икӗ хӑрхӑм час ӑрӗсене те кӗр се пӑхнӑ, [ухтарнӑ,] анчах тупайман. Лия чатӑрӗнчен тухсассӑн, Рахиль чатӑрне кӗ- нӗ. 34 Рахиль вара йӗрӗхсене тӗве йӗнерӗ айне пытарса хунӑ та хӑй вӗсем ҫине улӑх- са ларнӑ. Лаван пӗтӗм чатӑрне ухтарса тухнӑ, анчах тупайман. 35 Рахиль хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ сан умӑнта ура ҫине тӑманшӑн манӑн хуҫ ам ан ҫиллентӗр, мана хӗрарӑма пулаканни пулнӑ, тенӗ. [Лаван пӗтӗм чатӑра] ухтарса тухнӑ, ан- чах йӗрӗхӗсене тупайман.

36 Иаков ҫилленсе ҫитнӗ те Лаванпа тав- лаша пуҫланӑ. Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? 37 эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳн-

{31-мӗш сы пӑк. [13] Пулт 28:18. [19] 1 Пат 19:13. [29] Пулт 48:16.}

ти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑт арт; икс ӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр. 38 Акӑ эпӗ сан патӑнта ҫирӗм ҫул пурӑнтӑм; санӑн сурӑхусемпе качакусем пӑран пӑрахма- рӗҫ; эпӗ санӑн кӗтӗвӳнти такасене пусса ҫимерӗм; 39 тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине сан патна илсе пымарӑм, вӑл сиенӗ ӗнтӗ ман ҫие пулатчӗ; кӑнтӑрла мӗн ҫухалнине те, ҫӗрле мӗн ҫухалнине те эсӗ манран шыраса илеттӗн; 40 кӑнтӑрла шӑрӑхпа, ҫӗр- ле сивӗпе асапланаттӑм; ыйӑхӑм вӗҫнипе куҫ хупмастӑм. 41 Санӑн ҫуртунта манӑн ҫирӗм ҫул ҫапла иртрӗ. Икӗ хӗрӳшӗн эпӗ сана вунтӑватӑ ҫул ӗҫлесе тӑтӑм, санӑн выльӑхушӑн ултӑ ҫул ӗҫлерӗм; эсӗ мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӑн. 42 Манпала пӗрле аттемӗн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассӑн тата Исаак Сех- ри пулман пулсассӑн, эсӗ мана нимӗнсӗр кӑларса яраттӑн. Манӑн асапӑмсене, ма- нӑн аллӑм тунӑ ӗҫе Турӑ курчӗ те ӗнер манӑн хута кӗчӗ, тенӗ.

Претензии к содержанию