Страница 5 из 24
16 Евер вӑтӑр тӑватӑ [134] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фалек ҫуралнӑ. 17 Фалек ҫуралнӑ хыҫҫӑн Евер тӑватҫӗр вӑтӑр [370] ҫул пу- рӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.]
18 Фалек вӑс ӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Рагав ҫуралнӑ. 19 Рагав ҫуралнӑ хы- ҫҫӑн Фалек икс ӗр тӑс ӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗр сем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
20 Рагав вӑсӑр икӗ [132] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Серух ҫуралнӑ. 21 Серух ҫуралнӑ хыҫҫӑн Раг ав икҫ ӗр ҫичӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗр сем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
22 Серух вӑс ӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Нахор ҫуралнӑ. 23 Нахор ҫуралнӑ хыҫ- ҫӑн Серух икҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑл- семпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
24 Нахор ҫирӗм тӑхӑр [79] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фарра ҫуралнӑ. 25 Фарра ҫуралнӑ хыҫҫӑн Нахор ҫӗр вунтӑхӑр [129] ҫул пу- рӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].
26 Фарра ҫитмӗл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ.
27 Фарран йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Фарран Ав- рам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ. Аранӑн Лот ҫуралнӑ. 28Аран хӑйӗн ашшӗ Фар- ра пурӑннӑ чухнех хӑй ҫуралнӑ ҫӗрте, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнче, вилнӗ. 29 Аврампа Нахор хӑйсем валли арӑмсем илнӗ; Ав- рам арӑмӗ Сара ятлӑ пулнӑ; Нахор арӑмӗ Милка ятлӑ пулнӑ. Милка Аранӑн хӗрӗ пулнӑ, Аран Милка ашшӗ тата Иска аш- шӗ пулнӑ. 30 Сара тип варлӑ пулнӑ, унӑн ача пулман.
31 Фарра хӑйӗн ывӑлне Аврама, хӑйӗн мӑнукне — Лота, Аран ывӑлне — тата Са- рӑна — хӑйӗн кинне, хӑй ывӑлӗн Аврамӑн арӑмне — ертнӗ те, вӗсемпе пӗрле Ханаан ҫӗрне кайма тесе, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ; анчах Харрана ҫитс ессӗн, вӗсем ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ. 32 Харран ҫӗр- не ҫитнӗ чухне Фарра икҫӗр пилӗк ҫулта пулнӑ, Фарра Харранра вилнӗ.
12
1 Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хуш- шинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартакан ҫӗре кай; 2 санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна
{11- мӗш сыпӑк. [4] Аст 1:28. [8] Аст 32:8. [10] 1 Ҫулс 1:17. [16] 1 Ҫулс 1:19. [26] Нав 24:2. 1 Ҫулс 1:26-27.
[31] Нав 24:3.
12- мӗш сыпӑк. [1] Ап ӗҫс 7:3.}
мухтавлӑ тӑвӑп, эсӗ пиллӗхлӗ пулӑн; 3 Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылха- накансене ылханӑп; сан урлӑ ҫӗр ҫинчи пур йӑх та пиллӗх илӗ, тенӗ.
4Хӑйне Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Аврам тухса кайнӑ; унпа пӗрле Лот та кайнӑ. Харранран тухса кайнӑ чухне Аврам ҫит- мӗл пилӗк ҫулх а пулнӑ. 5 Аврам хӑйпе пӗрле хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн тӑва- нӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тат а Харранра чухне хӑйс ен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ те Ханаан ҫӗрне кайма тухнӑ; ун тан Ха- наан ҫӗрне пырса ҫитнӗ. 6 Аврам ҫав ҫӗр тӑрӑх Сихем тех кен вырӑна ҫих иччен, Море юманлӑхне ҫитиччен, тӑрӑшшӗпех ҫӳресе тухнӑ. Ҫак ҫӗрте ун чухне ханаан- сем [пурӑннӑ]. 7Аврама Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, каланӑ [ӑна]: ҫак ҫӗре Эпӗ санӑн йӑхна парӑп, тенӗ. Унта Аврам хӑйне курӑннӑ Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ. 8 Ҫав тӗлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухӑҫ еннелле, тапранса кайнӑ; вӑл ун- та чатӑрне ҫапла карса лартнӑ: Вефиль чатӑртан анӑҫалла, Гай тухӑҫалла пулнӑ; ҫакӑнта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ та [хӑйне ку- рӑннӑ] Ҫӳлхуҫа ятне асӑн са чӗннӗ. 9 Вара Аврам тапранса тухнӑ та малалла, кӑн- тӑралла, кайнӑ.
10 Ҫав ҫӗрх е выҫлӑх пулнӑ. Ҫав ҫӗрх е выҫлӑх вӑйлӑланса ҫитнӗрен Аврам Еги- пета пурӑнма кайнӑ. пЕгипет патнелле ҫывӑхарса ҫитнӗ чухне вӑл Сарӑна, хӑ- йӗн арӑмне, каланӑ: акӑ эсӗ питӗ илем- лӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп; 12 сана курсассӑн Египет ҫыннисем: «ку унӑн арӑмӗ» тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ; 13 эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пу- латӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр, тенӗ. 14 Ҫаплах пулнӑ: Аврам Египета ҫит лес- сӗн, Египет ҫыннисем Сара питӗ илемлӗ хӗрарӑм иккенне курнӑ; 15 ӑна фараонӑн аслӑ улпучӗсем те курнӑ та ӑна фараон умӗнче мухтанӑ; вара ӑна фараон ҫурт- не илсе пынӑ. 16 Ун майӗпе Аврама аван пулнӑ; унӑн вак выльӑх та, шултӑра вы- льӑх та, ашаксем те, ар сын чурасемпе хӗрарӑм чурасем те, лашалла ашаксем те, тӗвесем те пулнӑ.
17 Анчах Ҫӳлхуҫа Сарӑшӑн, Аврам арӑ- мӗшӗн, фараона хӑйне те, унӑн килне те йывӑр асап кӑтартнӑ. 18 Вара фараон Аврама чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эсӗ ма- на мӗн турӑн капла? вӑл санӑн арӑму ик- кенне мана мӗншӗн каламарӑн? 19 мӗншӗн эсӗ: «вӑл манӑн йӑмӑк» терӗн? эпӗ ӑна хам валли арӑм тума илсеттӗм. Акӑ ха- лӗ санӑн арӑму, илсе каях [ӑна], тенӗ. 20 Фараон хӑй ҫыннисене хушнӑ та, вӗсем вара Аврама хӑйне те, унӑн арӑмне те, унӑн мӗн пуррине пур не те, [унпа пӗрле Лота та] кӑларса янӑ.
13
1 Аврам хӑй те, унӑн арӑмӗ те хӑй- сен мӗнпур пурлӑхне илнӗ те Еги- петран тапранса тухса кӑнтӑралла кайнӑ, унпа пӗр ле Лот та пынӑ.
2 Аврам выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен те, ылтӑн-кӗмӗл тӗлӗшӗнчен те пит ӗ пуян пулнӑ. 3 Вӑл, кӑнтӑр енчен Вефиль пат- нелле куҫа-куҫа пырса, унччен хӑй Ве- фильпе Гай хушшине чатӑр лартнӑ вырӑ- на, 4 хӑй малтан парне вырӑнӗ тунӑ ҫӗре, ҫитнӗ; унта Аврам Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ. 5 Аврампа пӗр ле ҫӳрекен Лотӑн та ҫавӑн пекех вак выльӑх та, шултӑра вы- льӑх та, чатӑрсем те пулнӑ. 6 Вӗсене пӗрле пурӑнма ҫӗр хӗсӗк пулнӑ, пурлӑхӗ питех те нумай пулнӑран вӗсем пӗрле пурӑнай- ман. 7 Аврам выльӑхӗсен кӗтӳҫисемпе Лот выльӑхӗсен кӗтӳ ҫисем хушшинче тавла- шу тухнӑ; ун чухне ҫав ҫӗрте ханаансемпе ферезейсем пурӑннӑ.
8 Аврам Лота каланӑ: санпа манӑн хуш- шӑмӑрта, санӑн кӗтӳҫӳсемпе манӑн кӗ- тӳҫӗсем хушшинче хирӗҫӳ ан пулс ӑр: эпир — тӑвансем; 9 пӗтӗм ҫӗр санӑн умӑн- та мар-и вара? уйӑрӑл манран: эсӗ сула- хаялла кайсассӑн, эпӗ сылтӑмалла кайӑп;
{[3] Пулт 18:18; 22:18; 26:4. Гал 3:8, 16. [6] Пулт 18:1; 33:18; 37:12. [7] Пулт 13:15; 15:7, 18; 26:3–4. Аст 34:4.
[8] Пулт 13:3; 28:19. [13] Пулт 20:2. [16] Пулт 13:2. [17] Пс 104:14.
13-мӗш сы пӑк. [1] Пс 104:13. [2] Пулт 24:35. Ытар 10:22. [3] Пулт 12:8; 35:6. [4] Пулт 12:7–8.
[6] Пулт 36:7. [7] Пулт 21:25. [8] Пс 33:15. Пулт 11:27; 14:12.}
эсӗ сылтӑмалла кайсассӑн, эпӗ сулахаял- ла кайӑп, тенӗ. 10 Лот пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре курнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтери- ччен ҫак ҫӗр Сигор таранчченех пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пахчи пек, Египет ҫӗрӗ пек шыв- па шӑварӑнса-нӳрленсе тӑнӑ; пЛот хӑй валли Иордан таврашӗнчи пӗт ӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла тапранса кай- нӑ. Вара вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. 12Аврам Ханаан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫланӑ; Лот ҫав таврари хуласенче пурӑннӑ, ча- тӑрӗсене Содома ҫит иех лартс а тухнӑ. 13 Содом ҫыннисем усал пулнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче питӗ ҫылӑхлӑ пулнӑ.
14 Лот Аврамран уйӑрӑлнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлху- ҫа Аврама каланӑ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха, халӗ ху тӑракан вырӑнтан ҫурҫӗрпе кӑн- тӑр еннелле, тухӑҫпа анӑҫ еннелле ҫав- рӑнса пӑх; 15 ҫак эсӗ куракан пӗтӗм ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе парӑп, 16 санӑн йӑхна ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек тӑ- вӑп; ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пӗрчине кам та пулин шутласа кӑларма пултарайсассӑн, санӑн йӑхна та шутласа кӑларӗҫ; 17 тӑр, ҫак ҫӗрӗн тӑршшӗне те, урлӑшне те ут- са тух: ӑна Эпӗ сана [тата санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе] парӑп, тенӗ. 18 Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; ун та вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.
14
1 Сеннаар патши Амрафел, Елла- сар патши Арисх, Елам патши Кедорлаомер таса Гоим патши Фидал пурӑннӑ кун с енче 2 ҫавсем Содом пат- шине Берана хирӗҫ, Гоморра патшине Биршана хирӗҫ, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор те- екен Бела патшине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ. 3 Вӗсем пурте хальхи Тӑварлӑ тинӗс вырӑ- нӗнче, Сиддим ятлӑ айлӑмра, пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ. 4 Кедорлаомер вӗсене вуни- кӗ ҫул пӑхӑнтарса тӑнӑ пулнӑ, вунвиҫҫӗ- мӗш ҫулхине вара вӗсем пӑлхав хускатнӑ.
5 Вунтӑваттӑмӗш ҫулхине Кедорлаомер тата унпа пӗр канашлӑ патшасем ҫитнӗ те Аштероф-Карнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, Шаве-Кириафаимри эмимсене, 6хӑйсенӗн Сеир теекен ту ху- шӑкӗсенче пурӑнакан хоррейсене пушхир ҫывӑхӗнчи Ел-Фаран патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе тухнӑ. 7Унтан таврӑнсассӑн, вӗ- сем Мишпат ҫӑлӗ патне — урӑхла каласа- ссӑн, Кадес патне — пынӑ та амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫавӑн пекех Хацацон-Фамарьте пурӑнакан аморрей- сене те ҫӗмӗрсе тухнӑ. 8 Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Сев оим патши таса Сисор тескен Бела патши вӗсене хирӗҫ тухнӑ; вӗсемпе Сиддим ай- лӑмӗнче ҫапӑҫа пуҫланӑ, 9 Елам патшине Кедорлаомера хирӗҫ, Гоим патшине Фи- дала хирӗҫ, Сеннаар патшине Амрафела хирӗҫ, Елласар патшине Ариоха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, — тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ. 10 Сиддим айлӑмӗнче тикӗт шӑ- тӑкӗ нумай пулнӑ. Тара пуҫланӑ Содом патшипе Гоморра патши ҫав шӑтӑксене кӗрсе ӳкнӗ, ыттисем тусем ҫине тарнӑ. 11 Ҫӗнтерекенсем Содомпа Гоморрӑн мӗн- пур пурлӑхне тата сых ятне хатӗрленине те пӗтӗмпех илсе кайнӑ. 12Аврам тӑванӗн ывӑлне, Содомра пурӑнакан Лота, унӑн пӗтӗм пурлӑхӗ-мӗнӗпех илсе кайнӑ.