Страница 7 из 24
15 Турӑ Авраама татах каланӑ: Сарӑна, хӑвӑн арӑмна, Сара тесе ан чӗн, унӑн ячӗ Сарра пултӑр; 16 Эпӗ ӑна пиллӗп, унран сан валли ывӑл ача парӑп; Саррӑна пил- лӗп, унран халӑхсем ӗрчесе кайӗҫ, унран халӑхсен патшисем тухӗҫ, тенӗ.
17Авраам ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та кулса янӑ, хӑй ӑшӗнче вӑл: ҫӗр ҫулхи ҫынран ывӑл пулӗ-ши вара? тӑхӑрвуннӑри Сарра та ҫуратӗ-ши вара? тенӗ. 18 Авраам Турра каланӑ: эх, Санӑн куҫу умӗнче Измаил сывӑ пулсассӑн та юрӗччӗ! тенӗ. 19 Турӑ [Авраама] каланӑ: хӑвӑн арӑму, Сарра, хӑех сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Исаак ятлӑ хурӑн; Эпӗ унпа [Эпӗ унӑн Турри пулӑп тата] унӑн килес ӑрӑвӗсен Турри пулӑп тесе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп. 20 Эсӗ Измаилшӑн йӑлӑннине те Эпӗ илт- рӗм: акӑ Эпӗ ӑна пиллӗп, ӑна йышлӑ тӑвӑп, питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп; унран вуникӗ ҫулпуҫ ҫуралӗ; Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп. 21Анчах Хамӑн ха- лалӑма Исаакпа хывӑп; ӑна сана Сарра тепӗр ҫулхине шӑп ҫак вӑхӑтра ҫуратса парӗ, тенӗ.
22 Вара Турӑ Авраампа калаҫма чарӑннӑ та ун патӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ. 23Авраам хӑйӗн ывӑлне Измаила, хӑйӗн ҫуртӗнче ҫуралнисене пурне те, кӗмӗлне парса су- тӑн илнисене пурне те, хӑйӗн ҫуртӗнчи мӗнпур арҫынна, пухнӑ та, Турӑ хӑйне каланӑ пек, ҫав кунах вӗс енӗн хӗррин- чи ӳтне касса янӑ. 24Хӑйӗн хӗрринчи ӳт- не каснӑ чухне Авраам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫулта пулнӑ. 25Унӑн ывӑлӗ Измаил вара хӑйӗн хӗрринчи ӳтне каснӑ чухне вун- виҫӗ ҫулса пулнӑ. 26Авраама та, унӑн ывӑлне Измаила та пӗр кунрах ӳт касса янӑ; 27унпа пӗрле унӑн ҫуртӗнчи пур ар- ҫынна та — килте ҫуралнисене те, ют халӑхран кӗмӗл парса сусӑн илнисене те — ӳт каснӑ.
18
1 Кӑнтӑрлахи шӑрӑхра Мамре юманлӑхӗнче хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ларнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ. 2 Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та — акӑ ун умӗнче виҫӗ ҫын тӑрать. Вӗсене курсас- сӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупс а кайс а, ҫӗре ӳкс е пуҫ ҫапнӑ та 3 каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнса ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурун- тан пӑрӑнса иртсе ан кай; 4 кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр, 5 эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑн- тарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ. Вӗсем: епле калатӑн, ҫапла ту, те- нӗ. 6Авраам васкасах Сарра патне чатӑра кӗнӗ те каланӑ [ӑна]: виҫӗ сата паха ҫӑ- нӑхран хӑвӑртрах чуста ҫӑрса тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫ ер, тенӗ. 7 Авраам хӑй кӗт ӗвӗ патне чуп са кайнӑ та, лайӑх ҫамрӑк пӑру тытса, ӑна тарҫине панӑ, лешӗ ӑна васка- сах хатӗрле пуҫланӑ. 8 Авраам вара ҫу, сӗт тата пӗҫерсе хатӗрленӗ пӑрӑвне илнӗ те вӗсен умне лартнӑ; хӑй вӗсен ҫывӑхӗнче йывӑҫ айӗнче тӑнӑ. Вӗсем ҫинӗ.
9 Ӑна: Сарра арӑму ӑҫта? тенӗ. Вӑл ху- равланӑ: кунта, чатӑрта, тенӗ. 10 Вӗсенчен пӗри каланӑ: Эпӗ сан патна [тепӗр ҫулхи- не] ҫак вӑхӑтра татах килӗп, Саррӑн вара, санӑн арӑмун, ывӑл ача пулӗ, тенӗ. Сарра ҫакна ун хыҫӗнче, чатӑр алӑкӗ патӗнче итлесе тӑнӑ. 11 Авраампа Сарра ватӑлса
{[16] Гал 4:23. Ис 51:2. Мф 1:6. [17] Пулт 18:12. Лк 1:18. [19] Пулт 18:10; 21:1-2. Лк 1:55. [20] Пулт 25:13-16.
[21] Рим 9:9.
18- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 13:18; 17:1. [2] Евр 13:2. [4] 1 Тим 5:10. [5] Пс 103:15. [6] 1 Пат 28:24. 3 Пат 17:13.
[10] Пулт 17:19; 21:1-2. Рим 9:9. [11] Рим 4:19. Евр 11:11.}
ҫитнӗ, ҫулланнӑ ҫынсем пулнӑ; Саррӑн хӗрарӑмсен пулаканни те пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ. 12 «Ватӑлса ҫитсессӗн манӑн ҫав са- вӑнӑҫа курмалла пулӗ-ши? ӗнтӗ манӑн хуҫамӑм та ватӑ» тесе, Сарра хӑй ӑшӗнче кулса илнӗ. 13 Ҫӳлхуҫа Авраама каланӑ: мӗншӗн-ха Сарра [хӑй ӑшӗнче]: «чӑнах та, ватӑлса ҫитсен те ҫуратӑп-ши?» тесе, кулса илчӗ? 14 Ҫӳлхуҫашӑн йывӑрри пур-и вара? Каласа хунӑ вӑхӑтра, тепӗр ҫулхи- не, Эпӗ сан патна килӗп, Саррӑн ывӑл ача [пулӗ], тенӗ. 15 Сарра вара туннӑ, вӑл: эпӗ кулман, тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑранӑ. Анчах Турӑ [ӑна] каланӑ: ҫук, эсӗ култӑн, тенӗ.
16 Ҫав ҫынсем тӑнӑ та Содом [тата Го- морра] еннелле ҫул тытнӑ; Авраам вӗсем- пе пӗрле вӗсене ӑсатма кайнӑ. 17 Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам мӗн тӑвас тенине [Хамӑн чурамран] Авраамран пытарӑп-ши вара? 18 Авраамран чӑннипе те аслӑ, вӑйлӑ ха- лӑх тухӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте ун урлӑ пиллӗх илӗҫ, 19 мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене, хӑйӗн кил-йыш- не хӑйӗнчен кайран Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳре- ме, тӳррине тума, тӗрӗс сут тума вӗрент- се хӑвартӑр тесе суйласа илтӗм; Ҫӳлхуҫа Авраам тӗлӗшӗнчен мӗн каланине [пӗ- тӗмпех] туса ҫитерӗ, тенӗ. 20 Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх; 21 анам та пӑхам: Ман патӑма ҫис екен сас ӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ.
22 Ҫак ҫынсем ҫавӑнтан Содомалла ҫав- рӑнса кайнӑ; Авраам ҫаплах Ҫӳлсуҫа умӗнче тӑнӑ. 23 Авраам ҫывӑхарах пынӑ та каланӑ: Эсӗ тӳрӗ ҫынна та усал ҫын- семпе пӗрле пӗтерӗн-им вара, [тӳрӗ ҫын- на та усал ҫынна мӗн пулниех пулӗ-ши вара]? 24 Тен, ҫак хулара тӳрӗ пурӑнакан аллӑ ҫын тупӑнӗ? Эсӗ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ аллӑ ҫыншӑн [вӗсем унта пурӑнаҫҫӗ пул- сассӑн] ҫак [пӗтӗм] вырӑна хӗрхенмӗн-и, пӗтерсех пӑрахӑн-и? 25Эсӗ ун пек тӑвас ҫук, тӳрӗ ҫынна усал ҫынпа пӗрле пӗте- рес ҫук, тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулмӗ; Эсӗ ун пек тума пулта- раймастӑн! Пӗсӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара? тенӗ. 26 Ҫӳлхуҫа каланӑ: Содом хулинче Эпӗ тӳрӗ ҫын аллӑ тупас пулсассӑн, Эпӗ вӗсемшӗн [пӗтӗм хулана тата] ҫак пӗтӗм вырӑна хӗрхенӗп, тенӗ. 27 Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах те- се шутларӑм: 28 тен, тӳрӗ ҫынсене шут- ланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх пилӗк ҫын тупас пулсассӑн, пӗтерессӗм ҫук, тенӗ. 29 Авраам Унпа калаҫма чарӑн- масӑр татах каланӑ: тен, унта хӗрӗх ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх ҫыншӑн та ҫав- на тӑвассӑм ҫук, тенӗ. 30Авраам тасах каланӑ: эпӗ калаҫнӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унт а вӑт ӑр ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: унта вӑтӑр ҫын тупӑн- сассӑн, пӗтермӗп, тенӗ. 31 Авраам каланӑ: акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: тен, унта ҫирӗм ҫын тупӑнӗ? тенӗ.
Вӑл: ҫирӗм ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ. 32 Авраам каланӑ: эпӗ тат а тепӗр хут каланӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вунӑ ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: вунӑ ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ. 33 Ҫӳлхуҫа Авраампа ка- лаҫма чарӑннӑ та кайнӑ; Авраам хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ.
19
1 Лот Содом хапхи патӗнче ларнӑ чухне хайхи икӗ Ангел каҫпа Со- дома пырса ҫитнӗ. Лот курнӑ та вӗсене кӗтсе илме ура ҫине тӑнӑ, вара вӗсене ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 2 каланӑ: ырӑ ҫын- нӑмсем! хӑвӑр чурӑр килне кӗрсемӗр, ҫӗр каҫӑр, урӑрсене ҫӑвӑр, ирхине тӑрӑр та хӑвӑр каяс ҫула кайӑр, тенӗ. Вӗсем: ҫук, эпир урамра ҫӗр каҫ атпӑр, тенӗ. 3 Вӑл вӗсене хиссесех чӗннӗ; вӗ сем вара, ун патне кайса, унӑн килне кӗнӗ. Вӑл вӗсе- не хӑна тунӑ, тутлӑлла ҫӑкӑр пӗ сернӗ,
{[12] 1 Пет 3:6. [14] Иер 32:27. Зах 8:6. Мф 19:26. [18] Пулт 12:3; 22:18. [19] Аст 4:9; 6:7. [20] Пулт 19:13.
Иез 16:48. [21] Пулт 11:5. [25] Пс 7:9. Ин 5:27. Ап ӗҫс 17:31. [27] Пулт 2:7. Иов 30:19. Еккл 12:7.
[32] Иак 5:16.
19- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 18:2. [2] Евр 13:2. Пулт 18:4.}
вӗсем ҫинӗ. 4 Вӗсем ҫывӑрма выртичче- нех Содом хулинче пурӑнакан ҫынсем, ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах, пӗтӗм хула халӑхӗ, ҫурта ҫавӑрса илнӗ те, 5 Лота чӗнсе кӑларса, ӑна ҫапла кала- нӑ: сан патна ҫӗр выртма кӗнӗ ҫынс ем ӑҫта? вӗсене пирӗн пата кӑлар-ха, эпир вӗсемпе выртса паллашар, тенӗ. 6 Лот, вӗ- сем патне алӑк умне тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне питӗрнӗ те 7 каланӑ [вӗсене]: тӑ- ванӑмсем, усал ан тӑвӑр; 8 манӑн акӑ икӗ хӗрӗм пур, вӗсем арҫынпа хутшӑнман-ха; пӗрех хут сирӗн пата ҫавсене кӑларса па- рам, вӗсене хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр; анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр: вӗ- сем ман килӗмре чарӑнса тӑнӑ ҫынсем, тенӗ. 9 Вӗсем [ӑна]: кунтарах кил-ха, тенӗ. Унтан каланӑ: акӑ ютран килнӗ ҫын, пи- ре ҫавӑ вӗрентесшӗн-и? халӗ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тӑ- вӑпӑр, тенӗ. Вӗсем ҫак ҫынна, Лота, та- пӑнмах-хӗстермех пуҫланӑ, ӗнтӗ алӑкне ҫӗмӗрсе кӗме пырса капланнӑ. 10 Вара леш ҫыннисем аллине тӑснӑ та Лота хӑйсем патне пӳрте туртса кӗртнӗ, [пӳрт] алӑкне питӗрсе лартнӑ; 11 пӳрт алӑкӗ умӗнче тӑра- кан ҫынсене вара — кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах — суккӑр тунӑ, вӗ сем алӑк шыра са хӑшкӑлсах ҫитнӗ.